09 марта 2010 г.
2009 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчи кăтартусем енĕпе пирĕн район малтисен ретĕнче. Уйрăмах ял хуçалăх производствин, таварçаврăнăшне ваккăн сутассин калăпăшĕ, обществăлла апатланăвăн çаврăнăшĕ, халăха тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси, пĕчĕк предприятисем продукци сутассин калăпăшĕ, ĕç укçине ÿстересси, инженери тата социаллă инфраструктурăна аталантарасси ÿснĕ.
Иртнĕ çул пысăк тата вăтам предприятисем электроэнерги, газ, шыв валеçес тата туса кăларас енĕпе 46,53 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Ку 2008 çулпа танлаштарсан 115,3 процентпа танлашать. Туса кăларакан производствăпа - 7,85 миллион тенкĕ, 53 процент.
Пĕчĕк предприятисем хăйсем туса кăларнă продукцине 26,194 миллион тенкĕлĕх тиесе янă, çакă унчченхи çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 120,1 процентпа танлашать.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта промышленноç предприятийĕсем 10 ĕçлеççĕ. Вĕсен шутне пĕчĕк предприятисем те кĕреççĕ. «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи районта чи пысăк предприятисенчен пĕри шутланать. Кунта 20 тĕрлĕ яхăн продукци туса кăлараççĕ. Фабрика экономикăри лару-тăрăва пăхмасăрах ăнăçлă ĕçлесе пырать. Çавна май ун кăтартăвĕсем те курăмлă. Тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2008 çулпа танлаштарсан ÿснĕ, вăл 117,8 процентпа танлашать.
«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществинче те ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Кунта тимĕртен 40 тĕрлĕ ытла продукци туса кăлараççĕ. Тимĕртен алăксем, чĕнтĕрлĕ решеткесем, картасем, чечексем лартмалли эрешлĕ хатĕрсем, урнăсем, шыв валли савăтсем ăсталаççĕ. Унсăр пуçне лифт валли запас пайсем те кăлараççĕ. Тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2008 çулхи шайран 69,2 процентпа танлашнă.
«Шоркистринский» кооператив районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕри. Кунта кирпĕч туса кăларнипе пĕрлех ял хуçалăх продукцине те чылай туса илеççĕ. Тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2008 çулпа илес пулсан 61,8 процентпа танлашать.
Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тултарма пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлтерĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни шутланать. Пирĕн районта предпринимательлĕх аталанса, вăй илсе пырать. «Алекс» тулли мар яваплă общество туса кăларакан изделине районта çеç мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Ку общество резинка туса кăларассипе лайăх ĕçлесе пырать. Тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2008 çулпа илсен 117,5 процентпа танлашать.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ вырăнти предприятисем еплерех ĕçленинчен килет. Райпон «Нива» тата «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăсем иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Палăртма кăмăллă: вĕсем туса кăларакан продукци хăйĕн пахалăхĕпе уйрăлса тăрать. Шупашкарта çулсерен иртекен Пĕтĕм Раççейри «Чăвашри сăра тинĕсĕ» фестивале хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Иртнĕ çул çак фестивальте «Грушевый аромат» пылак шыв ылтăн, «Тархун» кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ.
«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ 2008 çулпа илсен иртнĕ çул 93,5, «Нива» тулли мар яваплă обществăн 86,5 процентпа танлашнă.
Сĕтел-пукан туса кăларассипе «Уют», «Мобилис-У», «Юман» тулли мар яваплă обществăсем, «ДОКРос» акционерсен хупă обществи тăрăшса ĕçлеççĕ. Тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ те вĕсен иртнĕ çул унчченхипе танлаштарсан чылай ытларах пулнă.
Рынок экономикин тапхăрĕнче пурăннă май, предприяти ÿсĕмĕ конкуренцире çĕнтерме пултаракан пахалăхлă тĕрлĕ йышши продукци кăларнинчен килни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «АВАН - ПОЛИМЕР» тулли мар яваплă общество та вĕсен шутĕнче. Ку предприяти те иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ.
Палăртма кăмăллă: 2009 çулта районта тепĕр «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă общество ĕçлеме тытăннă. Вĕсем туса кăларакан кондитер изделийĕсене хамăр патăрта çеç мар, ытти тĕрлĕ регионсем те туянаççĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан промышленноç предприятисем пур хăватпа ĕçлени районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне пысăк витĕм кÿрет. Çавна май кăçал та вĕсем тата та лайăхрах ĕçлесе пырасса шанас килет.