09 марта 2010 г.
Çак кунсенче Ача прависемпе ĕçлекен республикăри уполномоченнăй А.Андреев Шупашкарти коопераци институчĕпе килĕшÿ тунă.
Ачасем - пурнăç илемĕ. Вĕсене ырă-сывă çитĕнтерес, ирĕклĕн аталанма майсем туса парас тата демографи лару-тăрăвне сăнас ыйтăва патшалăх шайĕнче тĕплĕ сÿтсе явнин пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăк. «Общество организацийĕсемпе патшалăхăн чылай тытăмĕ асăннă темăран пăрăнманни пысăк шанăç кÿрет», - тенĕ Александр Васильевич ача прависене чун ыйтнипе хÿтĕлекенсен витĕмĕ пысăккине палăртса.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, институт ректорĕ В.Андреев студентсемпе преподавательсем çул çитменнисемпе вĕсен саккунлă представителĕсене валли ирттерекен тÿлевсĕр консультацисене пысăк пахалăхпа йĕркелеме шантарнă. Пулăшу ыйтма килекенсене юристсем республика уполномоченнăйĕ патĕнче те йышăнĕç.