05 марта 2010 г.
Кăçалхи отчет-смотр концертĕнче культура çурчĕн сцени çинче патриотизмла юрă-кĕвĕ янăрарĕ, вĕрентекен ĕçне хаклакан тĕрлĕ юрăсем, сăвăсем те пулчĕç. Ташă ушкăнĕсен илемлĕ, илĕртÿллĕ ташшисем куракансене тыткăна илчĕç. Çавăн пекех шÿтлĕ сценкăсем те пур кăмăлтан савăнтарчĕç залра ларакансене. Çамрăксен ташши вара «акăш ишнĕ евĕр» пулса пычĕ темелле.
Отчет-смотр ирттернипе пĕрлех яш-кĕрĕмпе тата хĕр упраçпа ытти тĕрлĕ конкурссем те йĕркелетпĕр. Нумаях пулмасть акă «Маттур Тикаш каччисем» ятпа конкурс ирттертĕмĕр. Эпир ăна Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалларăмăр. Пирĕн ялта çамрăксен йышĕ нумаях мар пулин те, çак конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем пулчĕç. И.Иванов, А.Ильин, А.Нарсов маттур студент-каччăсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç. Юрă-ташă, тĕрлĕ конкурссем пулчĕç кунта. Асăннă мероприяти чăваш ташшипе вĕçленчĕ. Пирĕн тăрăхра çамрăксен чăвашлăх хĕмĕ пĕтмен-ха. Вĕсем ăна ăруран-ăрăва çирĕп тытса пыраççĕ. Апла пулсан ял малалла та аталанĕ.