05 марта 2010 г.
Массăллă оборона уйăхлăхĕнче библиотека ĕçченĕсем тĕрлĕрен мероприятисем ирттерчĕç. Акă Вăрмарти вăтам шкулти 10 а класра вĕренекенсемпе «Салтак пилленĕ çутă мир» ятлă поэзи каçĕ иртрĕ. Аслă Отечественнăй, Афганистан, Чечня вăрçисенче хăюлăх, паттăрлăх кăтартнă салтаксене асăнса Н.Ивановăн сăввисене, поэма сыпăкĕсене авторпа пĕрле Н.Тухтаманова тата Г.Корытникова вуларĕç.
Нумаях пулмасть Николай Иванов-Пархатарăн вăрçă темипе çырнă «Чĕре суранĕ» поэмисен кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Кунта Афганистанра паттăрлăх кăтартса 1983 çулхи майăн 1-мĕшĕнче пуçне хунă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне, Шăхаль каччине - Юрий Георгиевич Иванов воин-интернационалиста халалланă «Чĕре суранĕ», «Çĕршыв куççулĕ» поэмăсен сыпăкĕсене вулани вĕренекенсен чунĕсене уйрăмах хумхатрĕ, пăшăрхантарчĕ. Поэзи каçĕнче Н.Иванов çырнă «Юлашки çыру», «Хăюлли», «Мухтав сире, ветерансем», «Ашшĕ сăмахĕ» тата ытти сăввисем те чуна тивмелле вуланчĕç.
Кунтах хамăр республикăра 2008 çулта пичетленнĕ «Живи и помни» асăну кĕнекипе те паллашрĕç итлекенсем. Кĕнекере 132 салтак çинчен çырнă. Вĕсем пурте Чăваш Республикинчен, Чечен вăрçинче çĕршыва, юлташĕсене хÿтĕлесе вилнĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ: Александр Смирнов - Кавалтан, Вячеслав Иванов - Арапуçĕнчен, Сергей Григорьев - Вăрмартан, Игорь Иванов - Уйкасран - Чечен вăрçинче паттăрлăх кăтартса пуçĕсене хунă. Нихçан та вĕсем урăх киле таврăнаймĕç. «Анне, эп килтĕм», - тесе калаймĕç. Епле пысăк хуйхă кÿрет вăл - вăрçă. Шкул ачисем ятарласа хатĕрленĕ «Çĕнтерÿ салтакĕсем» ятлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Мероприяти вĕçленнĕ май Н.Иванов хăйĕн çĕнĕ кĕнекине ачасене парнелерĕ. Поэзи каçĕ асра юлмалăх усăллă иртрĕ.