АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсен тепĕр пысăк уявĕ

05 марта 2010 г.

Йĕлтĕрçĕсен тепĕр пысăк уявĕ

«Труд» тулли мар яваплă общество территорийĕнче (малтанхи известь завочĕ) йĕлтĕр ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Нумаях пулмасть кăна-ха кунта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2010» старт илнĕччĕ, февралĕн 27-мĕшĕнче вара «АУРАТ-СВ» тулли мар яваплă общество парнисене çĕнсе илессишĕн Вăрмар районĕн чемпионачĕпе мала тухассишĕн турнир иртрĕ.

«АУРАТ-СВ» обществăн парнисене çĕнсе илессишĕн пирĕн районта спорт ăмăртăвĕсем пуçласа иртмеççĕ. Иртнĕ кĕркунне «Вăрмар тăвайккисем» кросс чупăвĕсем вуншар-вуншар спортпа туслă çынна пуçтарнăччĕ. Ку хутĕнче те ăмăртусене 278 спортсмен - хамăр районсăр пуçне Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчен, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Хусан хулисенчен - хутшăнма кăмăл турĕ.

Тупăшу умĕн çак спорт уявĕпе вĕсене те, курма пухăннисене те район пуçлăхĕ В.Кириллов, тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ С.Гетманцев саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

Ăмăртăва яланах пур ăмăртусене те хастаррăн хутшăнакан шкул ачисем пуçларĕç. Чи çамрăк хĕр ачасем хушшинче 3 километрлă дистанцие чи малтан Кĕлкешри С.Данилова парăнтарчĕ, арçын ачасенчен Çĕрпÿ районĕнчи Туçири вăтам шкулта вĕренекен А.Иванов - чи маттурри. 8-9 классенче вĕренекен хĕрачасенчен те, арçын ачасенчен те хăвăрт чупакансем Чупайĕнчи К.Лингапа А.Иванов пулчĕç. 10-11 классенче вĕренекенсем хушшинчи тупăшура Туçи спортсменĕсене никам та çитеймерĕ. Хĕрсенчен С.Григорьева, каччăсенчен Д.Яковлев пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç. Çĕрпÿсем 29 çула çитичченхи, 30-39 çулхисем хушшинче те малта пулчĕç. Т.Данилова, Р.Иванов, Л.Кириллова, В.Васильев спорт мастерĕ пъедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕç. 40-49 çулсенчи хĕрарăмсемпе 40-45, 46-50 çулхи арçынсем хушшинче те Вăрмарсем пĕрремĕш вырăнсене тухаймарĕç. Çĕнтерÿçĕн хисеплĕ ятне С.Орлова (Тĕрлемес), спорт мастерĕн кандидачĕ Ю.Осипов (Шупашкар), В.Иванов (Çĕрпÿ районĕ, Туçи) тивĕçрĕç. Çак ушкăнри чупусене Вăрмарсен чи вăйлă йĕлтĕрçисем хутшăнманнипе пирĕн результатсем япăхрах пулчĕç тесе лăплантармалла ĕнтĕ хамăра. Анчах ыйтăвĕ тарăнрах пытаннă пулĕ. Аслăраххисен ушкăнĕсенче вара ентешсем хамăр ята çÿлте тытрĕç. 51-55 çулсенчисенчи арçынсенчен В.Сидоров мала тухрĕ. Вăл Шупашкаршăн чупрĕ пулин те, çынни вара хамăрăн - Çĕнĕ Вĕренерсем. 56-60 çулхисенчи арçынсенчен Н.Андреев (Вăрмар поселокĕ), 50-59 çулхи хĕрарăмсем хушшинче З.Маркова (Кивĕ Вăрмар) малта пулчĕç. Аслăрах хĕрарăмсем хушшинче Т.Ашмарина никама та хăйĕнчен мала ирттермерĕ. 61-65, 66 çул тата аслăраххисем хушшинче кăна Вăрмар спортсменĕсем пĕрремĕшсем пулаймарĕç. Ку ушкăнсенче пъедесталăн пĕрремĕш картлашки çинче Г.Арсентьев (Шупашкар), Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри) хăпарчĕç. Чи ватă участник çинчен те каласа хăварас килет, ку вăл - Хусан хăни, 80 çул урлă каçнă Асфера Гайфуллина, шывра авăсса ишес енĕпе СССР спорт мастерĕ. Халĕ вара йĕлтĕр çине тăнă, хăйĕн çулĕсемшĕн начар мар результат кăтартрĕ.

Пур участниксене те «АУРАТ-СВ» тулли мар яваплă общество асăнмалăх хăйĕн логотипĕллĕ шарфсем пачĕ. Çĕнтерÿçĕсем райадминистрацин грамотисемпе обществăн парнисене тивĕçрĕç. Наградăсене райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ, организациллĕ ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Павлов тата «АУРАТ-СВ» тулли мар яваплă общество генеральнăй директорĕ С.Гетманцев пачĕç. Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет - ăмăртусене йĕркелесе ирттерес, çакăн чухлĕ участник пуçтарас ĕç район администрацийĕ, ачасемпе çамрăксен Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн тренерĕсем тата, паллах, «АУРАТ-СВ» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем çине тăнипе пулчĕ. Вăл тепĕр хут массăллă мероприятисем ирттересси укçа-тенкĕпе çыхăннине, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре ăна перекетлеме кирлĕ маррине кăтартса пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика