05 марта 2010 г.
Шухăшлар-ха пĕрле: мĕн парнелемелле-ши мартăн 8-мĕшĕпе?
Эппин, аслă ăруран пуçлар. Кукамайсемпе асаннесем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕри кухньăра кун ирттерет, кукăль пĕçерет, мăнуксене ача садне илсе çÿрет, математикăпа килти ĕç тĕрĕслет, тепри вара ĕçрен каçсăр килмест, килсен те компьютер умĕнче ларать. Кукамайсемпе асаннесем çамрăк та, ватă та пулаççĕ. Пĕрисем пурнăçпа интересленеççĕ, активлă хутшăнаççĕ, теприсем вăхăта сывлăхне сиплесе ирттереççĕ. Иккĕмĕш ушкăнрисене духи е чĕрне сăрламалли лак парнелесен, вĕсемшĕн парне пĕлтерĕшсĕр пулĕ. Кухньăра кирлĕ япала, ăшă тапочки, сывлăхшăн усăллă аптекăран туяннă Битнер бальзамĕ парсан лайăхрах. Шкулта вĕренекен мăнуксенчен ĕç урокĕнче хатĕрленĕ фартук, вĕри кастрюль тытмалли алсиш пама пулать.
Енчен те эсир ар çын пулсан, хăвăр аллăрпа уяв сĕтелĕ хатĕрлесен аван пулĕ. Çак кун та пулин кантăрччĕ вăл апат-çимĕç хатĕрлессинчен. Хăвăр кукамай-асаннесене упрăр, юратăр.
Халĕ аннесем çинче чарăнар. Мĕн парнелемелле-ши çак çывăх та юратнă çынна; Мĕн çинчен шухăшлать-ши, ĕмĕтленет-ши анне; Шухăшласа пăхăр. Тен, вăл çывăх çыннисемшĕн шутласа, кулянса хăйĕн ĕмĕчĕ пирки маннă. Апла пулсан уяв туса парăр ăна, çак кун вăл хăйне телейлĕ, хитре, юратакан туйтăр. Аннен черченлĕхне, çĕпĕçлĕхне кăтартакан чечек çыххи, косметика, илемлĕ япаласем парнелемелле.
Мĕн лайăххи парнелемеле-ши хăвăрăн юратнă хĕре; Чечек çыххисĕр май çук. Ун çумне вара - мĕнле те пулин тетте, илемлĕ эреш.
Хĕрарăмсем сюрприз кĕтеççĕ. Арçынсемшĕн вара вĕсене мĕн парнелесси - пуçыратмăш. Ан кулянăр, сирĕн пеккисем нумай. Ан вăтанăр, мĕн кирлине ыйтăр хăвăрăн юратнă çыннăртан.