АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пур çын телейлĕ

05 марта 2010 г.

Кашни пуян, кашни телейлĕ

Анне пулсассăн тĕнчере.

Çĕр çинче чи кăмăллă та илемлĕ, ĕçчен хĕрарăм кам тесе ыйтсан, эпĕ манăн анне тейĕттĕм. Анне çинчен çырса пама мана çăмăл мар, мĕншĕн тесен чи кирлине сиктерсе хăварассăн туйăнать.

Манăн анне, Антонина Степановна Васильева, 1936-мĕш çулта çуралнă. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнать. Вăл - ырă кăмăллă, ылтăн чĕреллĕ хĕрарăм. Ăна никам та çитес çук пек туйăнать: куллипе те, хитрелĕхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, кăмăлĕпе те. Паллах, кашниншĕн хăйĕн амăшĕ хаклă. Эпĕ кунпа килĕшетĕп. Çапах та, манăн аннерен хакли никам та çук. Вăл мана чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хаклă çын умĕнче çĕре çити пуçа таятăп. Эпĕ унăн умĕнче калама çук пысăк парăмра.

Анне... Вăл манăн пĕрре - чунпа юн параканни. Тĕнчере чи илемли, чи пултарулли. Хĕвелпе танах вăл. Икĕ хĕрĕпе пилĕк мăнукĕшĕн, виçĕ кĕçĕн мăнукĕшĕн - хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн - нимĕн те шеллемест. Пурнăçра тĕл пулакан асапа та хăй çине илме хатĕр. Пуринпе те кăмăллă, инкеке лекнисене пулăшма васкать. Хăш-пĕр чухне чĕререн тухакан ăшă сăмах та çынна ураран ÿкме памасть-çке. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл: хуçалăхра ĕçлеме те, пирĕнпе ларса канашлама та. Вăл - чи ырă кăмăллă çын. Тĕлĕнетĕп унăн ыр кăмăллăхĕнчен. Яланах пире «Чулпа перекене çăкăрпа пемелле», - тесе вĕрентет.

Ташлама-юрлама тесен манăн аннене çитекенни çуках. «Тоня аппан сасси тĕлĕнмелле илемлĕ, чаплă, çуркунне шăпчăк юрланине мĕнле итлес килет, ăна та çавăн пек пĕр чарăнмасăр юрлаттарас килет», - теççĕ юрра-сăвва кăмăллакансем. Тем чухлĕ сăвă-юрă, такмак асра тытса чуна киленмелле шăрантарать вĕсене.

Манăн анне пекки тĕнчипе те пĕрре пулĕ. Вăл - чи хакли, чи лайăххи маншăн. Никампа та улăштарас çук эпĕ ăна. Ылтăнăм вăл манăн. Унăн ачаш та ăшă, çемçе те ылтăн аллисем мана ĕçе вĕрентнĕ, пĕчĕк чух лăпканă, ÿстернĕ. Нихăçан канăç пĕлмен.

Маншăн анне - чи хаклă çын, çурхи йăваш хĕвел кулли, сÿнми хаваслăх, çут телей, сăпайлăх, кăмăллăх хуçи, ытарайми кĕтес, тăван кил-çурт, чи çепĕç ырă калаçу. Анне юнашар ларсан манран телейлĕ çын та çук. Мĕнрен-ши манăн аннен чĕри; Аннен чĕрийĕ ылтăнран, хĕвел шевлиллĕ сывлăмран, çирĕп хурçăран, çурхи пĕрремĕш çеçпĕлрен, çинçе асамлă хĕлĕхрен, чи çепĕç, хÿхĕм кĕвĕрен.

Анне... Аннем... Аннеçĕм! Сана юратнăран çуралчĕç пĕр каçрах çак сăвă йĕркисем:

Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче,

Энĕш шывĕ хĕрринче

Манăн анне пурăнать,

Пурнăçа вăл юратать.

Вăл ĕçленĕ колхозра,

Халь тивĕçлĕ канура.

Вăл тимленĕ фермăра,

Вăйне панă сахал мар.

Кашни кунах мăнукне

Кĕтет ĕçрен килнине:

Тутлă кукăль пĕçерет,

Ас тивме ăна сĕнет.

Картиш тулли чăх-чĕпне,

Йăкăлт-якăлт пăрушне

Пĕчĕк ача пек пăхать,

Пырса пĕр май ачашлать.

Ăшă нуски-алсишне

Çыхать каçсерен анне.

Тутлă канфет-премĕкне

Çитерет вăл мăнукне.

Çулла çитсен пахчара

Пахча çимĕç шăварать,

Кунĕпе вăл тăрмашать -

Çум-курăкран тасатать.

Ах, аннеçĕм, ман аннем,

Нумай çул сана пиллем.

Лайăх эс çумра пулсан,

Çапла пултăрччĕ ялан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика