АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл сар хĕвелтен те çутăрах

05 марта 2010 г.

Анне сăмах çĕр çинче чи илемлĕ те çепĕç, чи ачаш та илĕртÿллĕ, чи ăшă та вĕри туйăмлă. Анне сăмах пурри мĕн пур ачашлăха пĕр çĕре пухса чĕрере юрату çуратать. Анне пурри кашни çыншăн чи пысăк телей. Анне пулман пулсан эпир пĕри те çак çĕр чăмăрĕ çинче пулман пулăттăмăр. Анне - пурнăç пуçламăшĕ. Эпир анне варĕнче ÿт илсе ÿссе çитĕннĕ çынсем, пурнăçа мала тăсакансем. Анне пире пурнăçа юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме, усала ырăран уйăрма вĕрентет.

Аннеçĕм, анне, эсĕ пире, тĕпренчĕкÿсене, ырă та сывă, тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе миçе каç куç хупмасăр ирттернĕ вăхăтсем мĕн чухлĕ пулман-ши санăн;! Сан умăнта эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Сан умăнта эпир ялан пуç таятпăр, санпа мухтанатпăр, саншăн пурăнатпăр, сана нихăçан та кÿрентерсе кулянтарас теместпĕр. Анне пулсан - кашни пуян. Ахальтен каламан ваттисем: «Анне çук çын - хăр тăлăх», - тесе. Анне пирĕншĕн чунне пама та хатĕр.

Манăн анне, Любовь Геннадьевна Владимирова, Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш ялĕнче 1968 çулта çуралнă. Ÿссе çитсе хĕр пулсан вăл Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар каччипе Олег Петровичпа паллашать. Унпа вĕсем 1989 çулта çемье çавăраççĕ, пĕр-пĕрне килĕштерсе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ, çемьере 2 ача çитĕнтереççĕ.

Аннен çемьере кашнин валлиех ăшă сăмах тупăнать. Вăл тума пĕлмен ĕç те çук пуль. Унăн аллисем чи ĕçченни, чи пултарулли, чи маттурри. Анне çыхма ларсан унăн аллисем те вĕлтĕр-вĕлтĕр выляççĕ. Çыххи шăрçа евĕр пулать. Çыхнă япаласене те эпир питĕ юратсах тăхăнатпăр, аннен ăста япалисемпе савăнатпăр. Анне кирек епле ĕçе пуçăнсан та кашниех илемлĕ, тирпейлĕ тума тăрăшать. Юратнă çыннăмăрăн аллисем - чи ăстисем, сасси - чи çепĕççи, апачĕ - чи тутли.

Сăнĕпе те пуринчен те илемли манăн анне. Куçĕнчи чи илĕртÿллĕ сăн та ман çине пăхсан каçхи тÿпери çап-çутă çăлтăр пек туйăнса каять. Нихăçан та аннен куçĕнчен вĕри тумламĕ çĕр çине ан ÿктĕрччĕ. Унăн шăнкăр шыв юххи пек куллийĕ такама та илĕртет.

Сан сăн-сăпату мĕнле хитрине сăмахпа çырса та кăтартас çук, ăна чĕрепе кăна туйса илетĕп. Санăн кăмăлу сап-сарă хĕвелтен те çутăрах та тасарах. Аннен сăнарĕ пирĕн асăмран нихăçан та тухас çук.

Кивĕ Вăрмар шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика