05 марта 2010 г.
Манăн юратнă асанне, Нина Порфирьевна Тимушкина, 1931 çулта Тикашра çуралса ÿснĕ, паянхи кунчченех тăван ялта кун кунлать. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне вун пĕр çул та тултарайман хĕр ача çĕршыв умĕнче тăракан хăрушлăх çинчен амăшĕнчен час-часах илтнĕ, мĕн вăй çитнĕ таран кил-тĕрĕшри ĕçсене тума хутшăннă. Асаннен амăшĕ пурнăçăн пĕтĕм йывăрлăхĕ, ачисен пуласлăхĕ хăйĕн çине тиеннине пула кунĕн-çĕрĕн колхоз ĕçне хутшăннă, мĕнле те пулин вăрçă çулĕсене тĕрĕс-тĕкел тÿссе ирттересси çинчен шухăшланă. 7-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн амăшĕпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăнма пуçланă. Пĕррехинче асанне ытти колхозниксемпе пĕрле колхоз путвалĕнчен çĕр улми кăларнă çĕрте ĕçленĕ, 14 çулхи хĕр ача мăннисемпе танах вăрлăх хатĕрленĕ. Кашнин пуçĕнчех вăрçăри тăванĕсем, вĕсем мĕнле-ши текен шухăш пулнă. Никам та 4 çул кĕтнĕ сăмаха çак минутра илтесси çинчен тĕлленмен те. Путвала пĕр çын кĕнĕ те: «Вăрçă чарăннă! Çĕнтерÿ! Эпир çĕнтертĕмĕр!», - тесе кăшкăрнă. Кĕтмен хыпар пурне те пĕр самантлăха ăнран кăларнă пекех пулнă. Чĕрене хускатакан çак сăмахсен пĕлтерĕшне туйса илсен вара пурте йĕме пуçланă: пĕрисем тăванĕсем çак куна кĕтсе илме пултарайманнишĕн, теприсем сывă юлнă тăванĕсем çывăх кунсенчех тăван киле таврăнасси çинчен шухăшласа. Асаннен пиччĕшĕсем те Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен, вĕсем çинчен сăмах хускатсан асаннен часах куçĕ шывланать. Ĕçчен те сăпайлă хĕре ял каччи Иван Васильевич Васильев куç хывать. Часах вĕсем çемье çавăраççĕ. Час-часах шăнни, йывăр ĕçлени ахаль иртмен: асаннен амăшĕ çĕре кĕрет. Асаннепе асатте çемье пурнăçне мĕнле йĕркелесе пынине çулталăк та кураймасть вăл. Пурнăç çухатусăр пулмасть. 80 çула çитсен пирĕн юратнă асатте те пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Пирĕн асанне халĕ 78 çулта. Паянхи кун та вăл çамрăк чухнехи пекех: хитре, ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă, çынна хисеплекен çын. Ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма пĕлет вăл. Çирĕп кăмăллă пулни, хăйне виçере тытма пĕлни нимле йывăрлăх умĕнче те пуçне усма паман ăна. Сивви те, шăнни те, выçлăхĕ те - иртнĕ пурнăçра. Умра - телейлĕ ватлăх çулĕсем. Мĕн пур чĕре ăшшине, тараватлăхне ытарайми мăнукĕсене парнелет вăл, пирĕн хаклă та юратнă асанне, пире лайăх çын пулса ÿсме пулăшать.