05 марта 2010 г.
Тĕлĕнмелле сăпайлă, çав вăхăтрах хăйсен кун-çулĕпе пурне те тĕлĕнтерме пултаракан çынсем сахал мар пурăнаççĕ пирĕн хушăра. Вĕсенчен пĕри - Урнар ялĕнче çуралнă, халĕ Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакан Зоя Никитична Петрова (Маслова).
1940 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче йышлă ачаллă çемьере кун çути курнă вăл. Хăйсен хуçалăхне тĕплĕн тытса пынă Масловсем, çавăнпа та 7 ачине те тĕплĕ те тарăн пĕлÿ пама тăрăшнă - пиллĕкĕшĕ аслă, иккĕшĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илсе пултаруллă специалистсем пулса тăнă, ашшĕ-амăшĕ çине тăнине çилпе вĕçтересшĕн пулман. Зоя Никитична, 1957 çулта Урнарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, малтанах икĕ çул хушши ун чухнехи «Труд» колхозра вăй хунă, çав хушăрах куçăмсăр майпа Вăрнарти техникумра вĕренсе ветеринари фельдшерĕн специальноçне алла илнĕ. 1959 çулта Энĕшпуç ялĕпе пĕрлештерсе «Авангард» колхоз туса хурсассăн тин алла илнĕ специальноçпа тăрăшма пуçлать те вăл. Хуçалăхĕ пысăк, ĕçĕ çăмăл пулман, анчах çумра яланах пулăшма хатĕр Р.Грачева ветеринари врачĕ пулни, çамрăк вăй-хăватпа суйласа илнĕ ĕçе юратни пур йывăрлăха та çĕнтерме май панă, малалла пĕлĕве ÿстерме те йыхăрнă. Çапла вара 1961 çулта Зоя Никитична Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕрет те 1966 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Аслă пĕлÿллĕ специалиста тăван тăрăхах - 9 яла пĕрлештерсе тăракан «Динамо» хуçалăха - тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. 9 ял - 9 ферма, 7 пин пуç сысна, 3,5 пин мăйракаллă шултра выльăх. Пурне те вăхăтра та пĕлсе пăхса тăмалла. Ĕç кунĕ 4 сехетре ирхине пуçланнă та, çуллахи вăхăтра тÿпене çăлтăрсем сырса илсен вĕçленнĕ. Пĕр кун хушшинче лашапа 40-шер çухрăм çаврăнни те пулнă. Килте те ĕнине те сумалла, пахчине те çумламалла. Çав хушăрах уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчи выльăхсене те тÿлевсĕрех пăхса тăнă. Р.Капитонова хуçалăх ертÿçи ăнланса пулăшса пыни те çунат хушнах. Хуçалăх XXV партсъезд ячĕпе хисепленсе тăма пуçласан мăйракаллă шултра выльăх усрамалли комплекс хута каять, ĕç калăпăшĕ татах ÿсет. Малта пыракан хуçалăха партин Политбюро членĕ М.Соломенцев та килсе курать.
Ĕçе ĕлкĕрнипе пĕрлех малалла вĕренес туртăм та пысăк пулнă Зоя Никитичнан. 1973-1975 çулсенче вăл Хусанти ветеринари институчĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. Н.Крылова, И.Студенцова профессорсем ертсе пынипе кандидат минимумне те пурнăçланă, ятарлă предметсемпе экзамен та тытнă.Кандидат диссертацине хÿтĕлемелли çеç юлнă. Анчах чăвашăн ĕмĕрхи йăли - кĕвĕçÿ - мал ĕмĕте татнă. Хуçалăх ертÿçисем те, çÿлерех ларакансем те ялта наука çынни нимĕн тума та кирлĕ мар теме, ура хума пуçланă. 4 наука ĕçĕн авторĕн тÿсĕмлĕх савăчĕ тулса çитнĕ, вара вăл диссертаци çине алă сулнă, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн хирурги кафедрине кĕçĕн наука сотрудникĕ пулса вырнаçнă, студентсемпе практика занятийĕсем ирттернĕ.
Чăвашсен паллă ăсчахĕн Геннадий Никандрович Волковăн тăван шăллĕсем - медицинăри сумлă çынсем Анатолий Никандрович профессорпа Зенон Никандрович доцент чылай пулăшу кÿнĕ пирĕн ентеше.
Вăхăт иртнĕ май тарăхни те сĕвĕрĕлнĕ пулĕ, тăван хуçалăхăн çĕнĕ ертÿçи М.Михайлов каялла чĕнни те хăйĕнне тунă - 1983 çулта вăл каялла таврăннă, 2004 çулччен юратнă ĕçĕнче тăрăшнă.
Обществăлла ĕç те пĕрре те ют пулман Зоя Никитичнăшăн. Шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама-ташлама ăста пулнă, стена хаçачĕн улшăнми редакторĕнче тăрăшнă. Ветеринари институтĕнче комсомол организацине ертсе пынă, Хусанти чăваш хорне çÿренĕ. Çав вăхăтрах хула аптекинче ĕçлеме те ĕлкĕрнĕ вĕт-ха. Каярах «Динамора» та комсомол секретарĕ, ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă. Тĕлĕнмелле те, аспирантурăра вĕреннĕ çулсенчех (1973-1978 ç.ç.) куçăмсăр майпа марксизм- ленинизм университечĕн экономика факультетне те пĕтернĕ. Ăçтан вăхăт çитернĕ чăваш хĕрарăмĕ;
- Çакăншăн чи малтанах хамăн мăшăра Василий Петрович Петрова тав тăвас килет. Мана ăнланман пулсан, пурне тума, паллах, ĕлкĕрме çукчĕ, - тет халь Зоя Никитична. - Кирпĕч çурта ял-йыш пулăшнипе çĕклерĕмĕр пулсан, ытти ĕçсене вăл пĕчченех ылтăн аллипе туса пĕтерме пултарчĕ...
Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. 70 çул тултарчĕ пулин те, ĕçсĕр ларма хăнăхман ентеш, халĕ те ĕне усраççĕ вĕсем. Пысăкенккассисен выльăх тавраш чирлес пулсан та кайса пăхса сиплеме ÿркенмест ĕç ветеранĕ.
«Выльăх чĕлхине пĕлсе çитрĕм, патне пырсанах мĕн ыратнине хăйсем «каласа» параççĕ», - тет Зоя Никитична.
Редакцие кĕнĕ кун та кÿршĕсен ĕнине сиплесе килни çинчен пĕлтерчĕ вăл. Лашана ĕрĕхсе пынă чухне тытса чаракан, çунакан çурта кĕме пултаракан хĕрарăмсем вырăс ялĕсенче кăна мар вĕсем. Поэт ан çиллентĕр те, чăваш ялĕнче нумайрах та пулĕ. Вĕсенчен пĕри çак йĕркесен геройĕ - сăпайлă та сумлă Зоя Никитична Петрова.