АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕвĕçсен аллинче ĕç вĕрет

05 марта 2010 г.

Çĕвĕçсен аллинче ĕç вĕрет

Районти предприятисемпе организацисене илес пулсан, «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществинче чылай хĕр упраçпа хĕрарăмсем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта 99 çын вăй хурать. Вĕсен ĕçĕ пархатарлă. Иртнĕ çул пултаруллă çĕвĕçсем тăрăшнипе 10 миллион та 379 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку унчченхи çулпа танлаштарсан чылай ытларах. Хальхи вăхăтра кунта 4 çĕвĕ бригади ĕçлет. Уйрăмах Л.Семенова мастер ертсе пыракан тăваттăмĕш бригадăна лайăх енĕпе палăртса хăвармалла.

Т.Алексеева, Н.Кондратьева, М.Егорова, Ю.Сереброва, Л.Петрова ĕçе кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Акă нумаях пулмасть ача-пăча валли курткăсем çĕлерĕç вĕсем.

«Пахалăх - ăнăçлăх çăл куçĕ», - теççĕ кунта тăрăшса вăй хуракансем. Çавăнпа та ку е вăл изделие çĕленĕ чухне ГОСТ требованийĕсене çирĕп пăхăнаççĕ. Пурĕ 20 тĕрлĕ издели туса кăлараççĕ кунти ăста алăллă рабочисем. Хатĕр продукцие Мускав хулине ăсатаççĕ. Мускаври пысăк çĕвĕ фирмисем пирĕн фабрикăна шанаççĕ, çавăнпа та заказсем чылай параççĕ. Кăçалхи март уйăхĕнчен пуçласа çуллахи ĕç костюмĕсем çĕлеме пуçлаççĕ кунти рабочисем. Уява çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илеççĕ фабрика ĕçченĕсем. Кăçал çулталăк тăршшĕпех вĕсем валли ĕç çителĕклех.

«Пĕтĕмĕшле каласан малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Фабрикăна аталантарса, çĕнетсе пырса халăх валли ĕç вырăнĕсем тата та ытларах туса парасси», - тет план пайĕн начальникĕ Л.Петрова. Эппин, фабрика малашне те пысăк ÿсĕмсем тăвасса шанас килет. Темле каласан та, хĕрарăмсем çĕр çинче чи шанчăклисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика