АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишевçĕсемпе мухтанмалла пултăр

02 марта 2010 г.

Ишевçĕсемпе мухтанмалла пултăр

«Паян февралĕн 21-мĕшĕ, халĕ Шупашкарта 21 градус сивĕ». Çак сăмахсемпе пуçларĕ çав кун Чăвашрадио хăйĕн передачисене. «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчи пысăк табло вара сывлăш тата шыв температури те 28 градуспа танлашнине кăтартрĕ. Паллах, çуллахи çанталăк кăна пухмарĕ çынсене комплекса. Кунта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа арçын ачасем хушшинче шывра ишес енĕпе ăмăртусем иртрĕç.

Ăмăртусене çак паллă куна халаллани командăсем çарти пек тикĕссĕн тăрса тухнинчен те, тĕп судья И.Алешин çирĕп сасăпа панă командăсенчен те палăрчĕ. ФСК директорĕ О.Иванов пухăннисене саламланă май тупăшусем вăхăтĕнче çĕнтерÿçĕне палăртнисĕр пуçне чи пултаруллисене шывра ишекенсен секцине çÿреме çырасси пирки те каларĕ. «Чăн та, çакăн пек чаплă бассейн пур чухне Вăрмар тăрăхĕнчен чаплă ишевçĕсем те тухмалла», - терĕ вăл.

Ăмăртусене районти 12 шкултан 53 çамрăк спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Малтанах бассейнри 50 метрлă дистанцие чи кĕçĕннисем - 1996-1997-мĕш çулсенче çуралнисем тухрĕç. Ку ушкăнра А.Павлов (Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул) 1-мĕш, С.Ефремов (Арапуç) 2-мĕш, С.Васильев (Шăхаль) 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. 1994-1995-мĕш çулсенче çуралнисенчен чи маттурри Пысăк Енккасси шкулĕнчи Д.Васильев пулчĕ, А.Черновпа (пĕрремĕш вăтам шкул) Г.Ефимов (Шăхаль) 2-3 вырăнсене тивĕçрĕç. 1992-1993 çулсенче кун çути курнисенчен дистанцие чи малтан И.Климов (пĕрремĕш вăтам шкул) вĕçлерĕ. А.Галимовпа А.Павлов (иккĕшĕ те Кивĕ Вăрмар шкулĕнчен) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.

Олег Николаевич каланă пекех, ăмăртусем хыççăн чи лайăх результат кăтартнă 19 çамрăк спортсмена ишевçĕсен тин уçăлакан секцине çÿреме сĕнчĕç. Ăна физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ С.Пудриков ертсе пыма пуçлĕ. Мартăн 5-мĕшĕнче çак бассейнрах Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа районти шкулсенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче те ăмăртусем иртĕç. Ун чухне те чи пултаруллă ишевçĕсене палăртса секцире ăсталăхне малалла туптама сĕнĕç. Чăнах та, Вăрмарта та паллă ишевçĕсем хатĕрлеме вăхăт çитрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика