02 марта 2010 г.
«Килĕшÿпе ĕçченлĕх - çемье тĕрекĕ», - сăпайлăн çапла хуравлаççĕ кил-йыш телейĕн вăрттăнлăхĕ çинчен калаçу хускатсан Атайкассинчи Егоровсем. Çемье пуçлăхĕ Василий Андреевич Егоров мăшăрĕпе Надежда Федоровна Федоровапа çемье çавăрнăранпа кăçал çур ĕмĕр çитрĕ. Ылтăн туй кĕрекине пĕр ывăлĕпе çичĕ хĕрĕ, кĕрÿшĕсемпе кинĕ тата юратнă 17 мăнукĕ, мăнукĕн ачи, тăванĕсем, ял-йыш пухăннă.
Ялти клубра чаплă лару-тăрура паллă турĕç ăна вĕсем. Тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем, саламсем пулчĕç кунта. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов Егоровсене ылтăн туй ячĕпе саламларĕ, вĕсем ял-йышшăн ырă тĕслĕх пулнине, çамрăк ăрăва вĕсем пек чылай çул çемье ăшшине тытса пурăнма вĕренмеллине палăртрĕ, çирĕп сывлăх сунса парнесем пачĕ.
Ашшĕпе амăшĕн пилне ачисем чĕрере тытаççĕ, вĕсем пекех хастар, пултаруллă та ĕçчен. Егоровсем хăйсен ĕмĕрне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Чылай çул «Авангард» совхозра çанă тавăрса вăй хунă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Василий Андреевич тракторист пулса, Надежда Федоровна вара хăмлаçăра тăрăшнă. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсем 8 ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă та ĕнтĕ. Кашни ачи хăйĕн профессипе ĕçлет. Вĕсен хушшинче повар та, çĕвĕç те, строитель те пур. Ачисем ура çинче çирĕп тăни ашшĕ-амăшне чăннипех те чунран савăнтарать.
Атайкасси районта аякри ялсенчен пĕри темелле. Вăл пысăк мар. Юлашки çулсенче ял инфратытăмĕ улшăнса пыни те курăмлă. Кашни килте тенĕ пекех çут çанталăк газĕ кĕртнĕ. Урамсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Егоровсен килĕ-çурчĕ капмар та хăтлă. Картишĕнче тирпейлĕх хуçаланать. Выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ялти çыннăн епле пултăр-ха унсăрăн. Кил тĕрĕшре те типтерлĕ. Надежда Федоровнапа Василий Андреевич пуян чун-чĕреллĕ, ăшă кăмăллă. Ял пурнăçĕ килĕшет вĕсене. Ÿркенмен çын тату пурăнма, çемйине тăрантарма май тупатех теççĕ. «Вăй-хал пур чухне мĕншĕн алă усса лармалла. Çын ĕçленипе вилмест. Илем кÿрет çеç. Ачасемпе мăнуксем пирĕнтен тĕслĕх илеççĕ. Вĕсем килсех тăни - савăнăç, телей. Çу кунĕсенче кил-çурт мăнуксен сассипе тулать. Хамăра кура вĕсем те пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнеççĕ. Тăван тавралăха, çĕре юратма вĕрентетпĕр вĕсене. Чи пахи - çăкăр хакне пĕлни, вара пархатар та пулĕ», - теççĕ пĕр-пĕрне куçран ăшшăн пăхса кинемипе мучи.
Телейлĕ мăшăрăн сăн-питĕнче савăнăç шевли çиçет. Килĕштерсе пурăннăран самаях çамрăк курăнаççĕ. «Пĕр-пĕрне итлемелле, вăхăтра каçармалла. Ĕçлеме ÿркенмелле мар», - тет В.Егоров.
Пурнăç таппипе тан пыраççĕ вĕсем. Сенкер экран умне лараççĕ, радио итлеççĕ, хаçат-журнал вулаççĕ, тĕнчери хыпар-хăнара яланах пĕрле сÿтсе яваççĕ. Эппин пур кун-çула малалла та такăрлатма çирĕп сывлăх сунар вĕсене.