АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çулĕ кĕнекере сăнлантăр

02 марта 2010 г.

Хамăрăн ентеше, паллă тавра пĕлÿçĕне В.Бурмистрова халалласа районти тĕп библиотекăра çавра сĕтел иртрĕ. Унăн тавра Владимир Михайловичпа пĕрле ĕçленĕ, вăл вĕрентнĕ, унăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем пуçтарăнчĕç. Мероприятие Я.Зайцев тавра пĕлÿçĕ пуçарнипе йĕркеленĕрен, сăмахне те чи малтанах вăл илчĕ.

- Тăван ен историйĕпе çыхăннă темиçе кĕнеке, çĕршер статья авторĕн кун-çулĕпе паллаштаракан пĕр пĕчĕк брошюра та çук. Çак тĕрĕсмарлăха хăй пурăннă чухне пĕтĕреймерĕмĕр, халĕ те пулса йăнăша тÿрлетесчĕ, - терĕ вăл. Пухăннисем çак шухăша ырласа йышăнчĕç. Чăн та, тавра пĕлÿçĕ пирки хальччен пĕр курăмлă материалта кун çути курман пулин те, ăна, вăл туса ирттернĕ калама çук пысăк ĕçе ас тăвакансем районта та, ун тулашĕнче те сахал мар. Акă, Вăрмар поселокĕнчи ĕç ветеранĕ Л.Кугушев, Владимир Михайловичăн тăванĕ пулнă май, историкăн çамрăкрах чухнехи кун-çулĕпе çыхăннă чылай саманта ас тăвать. Л.Шувалова пенсионерка вара унпа пĕр шкулта ĕçленĕ. В.Мадянов та Владимир Михайловичпа кулленхи пурнăçра тăтăшах тĕл пулнă, чылай ыйтусене пĕрле татса панă. Çавăнпа та материал пухасси çавра сĕтел тавра пуçтарăннисене пĕрре те иккĕлентермерĕ. Тепĕр ыйтăвĕ - пичетлесе кăларасси - хăй ыйтусем çуратрĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăннăскер, вăрахчен вырăнтан тапранмасăр ан тăтăр тесен малтанласа ниме майĕпе усă курасси пирки те калаçрĕç. Каярах çак ĕçе укçа-тенкĕ енчен пысăк пулăшу кÿме пултаракансем хутшăнсан тем пекехчĕ.

х          х          х

Владимир Михайлович Бурмистров (чăн хушамачĕ Владилен Михайлович Михайлов. 25.10.1925 - 2.01.2010) Чăваш АССР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, чăваш халăх ăсчахĕ, Çĕрпÿ районĕнчи Кĕлейкасси ялĕнче çуралнă. Вăрмарти вăтам шкулта, Шупашкарти тĕрлĕ шкулсенче вĕрентнĕ, пур çĕрте те йĕрлевçĕсен ушкăнĕсем, музейсем йĕркеленĕ. Вăрçă темипе нумай энциклопедиллĕ ĕç çырнă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Наши земляки - герои Гражданской войны», «Так сражались земляки», «Живые, пойте о нас».

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика