02 марта 2010 г.
Республика нумай çул ĕнтĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе çĕршывра лидерсен йышĕнче. 2008-2010 çулсенче 30 пине яхăн çемье хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатать. 2015 çул тĕлне юхăнса кайнă тата авариллĕ çурт-йĕр фондне пĕтĕмпех пĕтерме палăртнă. Райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул районта пурĕ 38 пин тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. Поселокри Вокзальнăй урамра пурăнакан 10 çемьене Порфирьев урамĕнчи 28 хваттерлĕ çуртра хăтлă хваттерсем панă.
«Порфирьев урамĕнчи çурта палăртнă вăхăтчен кăшт маларах туса пĕтерсе çивиттине витрĕç, шалти ĕçсене те пахалăхлă вĕçлерĕç. Кунти ĕçсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи пахалăхлă пурнăçларĕ. Социаллă программăпа çĕкленĕ çурта хута яма республика бюджетĕнчен уйăрнă 8 миллион тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă.Çĕнĕ çуртри хваттерсене бараксенчен куçакан çемьесемпе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тăлăхсем йышăнĕç», - терĕ А.Тихонов.
Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, «Ветерансем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2009 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 3 ветерана хваттерсем панă. Вĕсенчен пĕри - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Михаил Семенович Львов. Вăл та Порфирьев урамĕнчи çĕнĕ çуртра хваттерлĕ пулчĕ.