02 марта 2010 г.
«Юлашки çулсенче Чăваш Енре хуласем хушшинчи пуйăссемпе çынсем сахалрах çÿреççĕ. Горьки чукун çулĕ Канашран Шупашкара, Улатăра çÿрекен пуйăссен йышне чакарнă. Анчах эпĕ кунта нимĕнле синкерлĕх те курмастăп. Чукун çул ĕçченĕсем çапла майпа пассажирсене турттарнипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштараççĕ.
Республикăра автомобиль çулĕсем анлă аталанаççĕ. Юлашки 13 çул хушшинче пур яла та асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Çавăнпа та чукун çул хĕрринче пурăнакансем автобуспа е пуйăспа çÿресси хăйсенчен килет. Республикăра субсиди парса турттаракансене мар, çÿрекенсене пулăшас терĕмĕр - пур çăмăллăха та укçан пани çынна мĕнле транспортпа çÿремеллине суйласа илме май парать. Горьки чукун çулĕ вунă километрлă зонăшăн 16 тенкĕ тÿлеме сĕннине эпир çирĕплетнĕ».
«Гудок» хаçатран, февралĕн 11-мĕшĕ.
Редакцирен: «РЖД» АУО хуласем хушшинчи пуйăссем мĕнле çÿрени пирки «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Пур ыйтусемпе те Хусанти çак телефонсем урлă хуравсем илме пулать: 8 (843) 294-06-27, 294-09-72, 294-14-31.
«РЖД» АУОн тÿрĕ лини телефонĕ (Мускав): 8-800-200-67-67.