02 марта 2010 г.
Вăрмарти тĕп библиотека иртнĕ кунсенче районти хурт-хăмăр ăстисене пуçтарчĕ. Ятарласа «Хурт-хăмăр агентстви» АУОн генеральнăй директорĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г.Максимов, районти пасарти «Пчеловодство» киоскри тĕп зоотехник Р.Эмирханова, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ О.Васильев пуçтарăннă кунта.
«Кăçалхи хĕл нихçанхинчен вăрăмрах, сивĕрех. Пыл хурчĕсене вара сивĕре апат нумай ытларах кирлĕ. Хуртсем выçăпа аптăрасран тата йĕркеллĕ хĕл каçчăр тесен кандие нозематпа хутăштарса памалла. Хальхи вăхăтра вĕллесенчи вилнĕ хуртсене тата вĕсене юрпа пăртан та тăтăшах тасатса тăмалла, нÿрĕке чакарас тесен сывлăша вĕртерсе тăрассине пысăклатмалла. Пыл хурчĕсем тĕрĕс-тĕкел хĕл каçчăр тата вĕсене тĕрлĕ чирсем ан аптратчăр тесен, пирĕнпе тăтăшах çыхăну тытăр», - терĕ Геннадий Анатольевич.