02 марта 2010 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ умĕн малтанах ĕçре уйрăмах палăрнăшăн районти нотариуса В.Баракзая райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕç. А.Ульянов депутата çуралнă кунпа саламларĕç.
Районта çĕнĕ прокурор ĕçлеме тытăннине хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çапла вара район пуçлăхĕ В.Кириллов çĕнĕ прокурора - Е.Краснова - чаплă лару-тăрура район депутачĕсемпе паллаштарчĕ. Евгений Вячеславович хăйĕн ĕç биографийĕпе кĕскен паллаштарнă май, пирĕн район çыннисемпе алла-аллăн пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ.
Депутатсен ларăвне район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Г.Тимофеев уçрĕ.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен район пуçлăхĕ В.Кириллов тухса калаçрĕ, кашни отрасльти çитĕнÿсемпе хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех кăçал туса ирттермелли плансемпе, задачăсемпе паллаштарчĕ. Сухаланмасăр выртакан çĕре тата юхăннă хăмла пахчисене ĕçĕ кĕртмелле, выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстермелле, Пинерте шкул çурчĕ тумалла тата ытти те.
Доклад тăрăх В.Николаев депутат (Мăнçырма округĕ) тухса калаçрĕ. Вăл Вăрмар район гербĕ çинче хăмла çулçи пур пулсан, пирĕн ял хуçалăх ĕçне аталантарса та аталантарса пымалла, ял хуçалăх ĕçĕпе шкул таччăн çыхăнса ĕçленĕ май унăн пурнăçĕ çине тивĕçлипе пăхмалла тата сывлăх сыхлавĕпе культура ĕçĕсене йĕркелесе пымалла, терĕ. Ялсенче культура çурчĕсене ăшăтас пирки те чарăнса тăчĕ. Суйлавçăсен ыйтăвне тивĕçтерес тĕллевпе тата кăçал Вĕрентекен çулталăкĕ пулнă май, Эçпепе шкулĕ пирки те тивĕçлĕ мера йышăнма ыйтрĕ Владимир Данилович.
Райадминистрацин финанс пайĕн положенине улшăнусем кĕртме кирли пирки райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пай начальникĕ Н.Павлов тухса калаçрĕ.
«2010-2020 çулсенче районта библиотекăсене аталантарас» ятарлă программăпа тата хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе районти тĕп библиотека директорĕ Г.Алексеева паллаштарчĕ. Ку ыйту тăрăх Ю.Данилов депутат (Кĕлкеш округĕ) тăрса каларĕ, хăш-пĕр сĕнÿсем пачĕ.
Районти муниципаллă пурлăха 2010 çулта приватизацилес енĕпе палăртнă планпа райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп специалисчĕ А.Кузьмин паллаштарчĕ.
Районти муниципаллă службăра муниципаллă должноçра ĕçленĕ пенсионерсене вырăнти бюджетран уйăхсерен хушса тÿлемелли йĕркесем тата район Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов тухса калаçрĕ. Çавăн пекех депутатсем кун йĕркинче палăртнă ытти тĕрлĕрен ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.