26 февраля 2010 г.
Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем парламентăн кăçалхи пĕрремĕш (пĕтĕмĕшле - çирĕм улттăмĕш) сессинче «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне - сÿтсе явнă. Федераци бюджетĕнчен бюджетсен хушшинчи хушма трансферт шучĕпе республикăна 623,0 млн тенкĕ килмелле. Вăл шутра: субсиди шучĕпе - 408,4 млн, субвенцисем - 147,4 млн тенкĕ. Ку енĕпе Раççей Правительстви хăйĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ.
Хушма укçапа общество инфратытăмне аталантарма, вăл шутра Вăрмар поселокĕнчи чукун çул вокзалĕн строительствине вĕçлеме 17,2 млн тенкĕпе усă курĕç.