26 февраля 2010 г.
Хĕллехи вăхăтра пушарсен йышĕ ÿссех пырать. Февралĕн 19-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 7 пушар тухнă, кашни эрнере - пĕрер, пиншер-пиншер тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Чи хăрушши - кил-çурт çунни. Акă Кĕтеснерте электричество приборĕсемпе асăрханусăр пулни кил-хуçисене 70 пине кайса ларнă. Саруйĕнчи инкек сăлтавĕ - электричество оборудованийĕ юсавсăр пулни. Пирус туртни сывлăхшăн кăна мар, кил-çуртшăн та сиенлĕ хушăран. Çак сăлтава пулах Хĕрлĕçырта пурăнмалли çурт çуннă. Çулăмпа асăрханусăр пулни Çĕнĕ Кавалти пĕр хуралтăна тĕп тунă. Шартлама сивĕре кăмакана виçесĕр хутни те час-часах синкерпе вĕçленет. Çак сăлтава пула 3 мунчана - Чулкасра (2), Шăхальте - вут-кăвар ярса илнĕ. Питĕ асăрхануллă пулмалла çав мунча кĕрес тесен те. Çакна та каласа хăварар: республикăра Пĕрлехи дежурнăйпа диспетчер служби ĕçлет. Пушарта, аварире, чрезвычайлă ытти лару-тăрура «01» (карас телефонпа - «112») номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтма пулать.