АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Савăнма» ватлăхра

26 февраля 2010 г.

«Пĕчĕк чух пĕчĕк хуйхă, ÿссен пысăкки», тет ваттисен сăмахĕ. Ача пĕчĕк чух пурне те хăй патне илĕртет, тетте вырăнĕнчех вăл аслисемшĕн. Ÿссе пынăçемĕн вара ача пурнăç ыйтнă пек улшăнать, ултавлăхĕ, чеелĕхĕ те хушăнса пырать. Çапах та атте-анне чи пахи. Ватăлсан вара вĕсемпе тимлĕ пулмалла, кирлĕ вăхăтра пулăшмалла.

50 çула çывхарса çитеспе кăна çуратрĕ Марье хĕр ача, упăшкипе иккĕшĕншĕн пысăк савăнăç пулчĕ ку. Хĕрне юратса çитĕнтерчĕç, мĕн лайăххи - йăлт ăна. Хĕрĕ шкулта вĕреннĕ чухне ашшĕ çĕре кĕчĕ. Марьепе Таня иккĕшех тăрса юлчĕç. Хĕр пулса çитрĕ Таня, каччăсем те илĕртме пуçларĕç ăна. Амăшĕ вара чирлекелеме пуçларĕ (ара çулĕ те пур). Çапах та хĕрне ун сывлăхĕ пăшăрхантармарĕ. Шкул пĕтерсен хулана тухса каяс терĕ. Ялта фермăра ĕçлес килмерĕ унăн, амăшне пĕчченех хăварчĕ. Мĕн туса пурăнать вăл хулара; Амăшне вĕренетĕп тесе суять. Уйăхра пĕрре пенси панă кун кăна килет вăл килне, Марьен укçисене пуçтарать те тухса каять. Сывлăшпа пурăнтарасшăн вăл амăшне. Килĕнче çимелли те çукпа пĕрех. Хутман пÿртре хĕллехи сивĕ каçсенче пĕчченех çĕр каçать ватă хĕрарăм. Кунран кун хавшаса пырать унăн сывлăхĕ. Питĕ шел кинемие. Ватлăхра «савăнмалăх» çуратнă хĕрĕ шуйттанпа пĕр тан. Çапах хĕрне нимех те калаймасть вăл, ыррине ĕненет, шанать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика