26 февраля 2010 г.
Çулталăк ĕçленĕ хыççăн, йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни отрасльтех пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Медицина ĕçченĕсем те 2009 çулта мĕн ĕçленине тата 2010 çулхи тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.
Пухăва сывлăх сыхлавĕн кашни отраслĕнчи представителĕсем хутшăннă. Малтанах район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева тухса калаçнă. Вăл каланинчен районти тĕп больница ЧР Министрсен Кабинечĕн Йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн 2003-2010 çулсенче сывлăх сыхлавĕнче туса ирттермелли тĕрлĕ программăсене пурнăçласа пыни палăрнă. Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Приоритетлă наци проектне пурнăçласси те малти вырăнта пулнă. Çемье медицинин службине ĕçе кĕртнĕ май çынсене амбулатори пулăшăвĕ кÿресси те ÿснĕ, врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем патне чылай çывăхланнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тата ерекен чирсемпе кĕрешес енĕпе те профилактикăлла ĕçсем сахал мар туса ирттернĕ. Медицинăра кирлĕ хатĕрсемпе те кирлĕ чухлĕ тивĕçтернĕ. Вакцина туянма вырăнти бюджетран 66,5 пин тенкĕ тăкакланă. Вĕсене упрама холодильниксемпе термоконтейнерсем пур. «В» гепатитпа чирлесси 2008 çулхипе танлаштарсан икĕ хут чакнă, «С» гепатитпа аптрасси вара 3,3 хут ÿснĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсене хирĕç кĕрешме иртнĕ çул пурĕ 45,2 пин тенкĕ укçа тăкакланă, çав шутран район бюджетĕнчен 25,2 пин тенкĕ куçарнă, «ВИЧ-инфекци» хушма программăна пурнăçа кĕртме тата çак ерекен чире хирĕç кĕрешме район бюджетĕнчен 0,5 пин тенкĕ укçа куçарнă. «Вируслă гепатит» республикăри ятарлă программăпа ĕçлеме 172,1 пин тенкĕ укçа кайнă. Ку енĕпе халăх хушшинче профилактикăлла тĕрлĕрен мероприятисем туса ирттернĕ. Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсемпе кĕрешме иртнĕ çул 43,7 пин тенкĕ укçа кайнă. Ку чире хирĕç кĕрешсех 18 çула çитмен ачасене тÿлевсĕр тĕрĕслÿ ирттернĕ. Çавăн пекех социаллă пулăшу кирлĕ çынсене сифилис чирĕнчен тÿлевсĕр сыватаççĕ. 2009 çулта ку чирпе чирлесси 44,9 процент чакнă. Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен ытти чирсем те 2008 çулхипе танлаштарсан чылай чакнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăракан 1998 çынна сифилис чирĕнчен тĕрĕсленĕ.
2008-2011 çулсенче юн тымарĕн чирĕсемпе кĕрешме республикăра ятарласа хушма программа туса хатĕрленĕ. Çак тĕллевпе района республика бюджетĕнчен 74,990 пин тенкĕ уйăрнă, унсăр пуçне тата 165,7 пин тенкĕ хутшăннă, çав шутра вырăнти бюджетран - 79,533 пин, пĕтĕмĕшле бюджетран - 86,367 пин. Сахăр диабечĕн чирĕпе кĕрешме иртнĕ çул пурĕ 140,5 пин тенкĕ тăкакланă. Рак чирне хирĕç кĕрешсе районта диспансеризаци ирттернĕ.Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче асăннă чирпе чирленĕ пĕр çынна та палăртман. 8118 хĕрарăма тĕрĕсленĕ хыççăн тĕрлĕ енлĕ чирсем тупса палăртса сыватма тăрăшнă. Юн пусăмĕн чирĕпе те нумайăшĕ аптраççĕ. Ку чире хирĕç кĕрешме иртнĕ çул 51,8 пин тенкĕ укçа кайнă. Ĕçлекен çынсене диспансеризаци тунă хыççăн юн пусăмĕ хăпарнипе иртнĕ çул 19 çынна учета илнĕ. Çак чирпе аптракансене пулăшас тĕллевпе районта 21 шкул ĕçлет, вĕсенче 1310 пациента вĕрентнĕ. Медицинăпа санитари пулăшăвĕ парас енĕпе республикăри приоритетлă наци проекчĕн ятарлă программине пурнăçласа районта иртнĕ çул кăна 1042,0 пин тенкĕ укçа кайнă, çав шутран 806,0 пин - вырăнти бюджетран.
Районти демографи лару-тăрăвне тытса пырасси ытларах чухне районти тĕп больницăран пуçланать тесен пĕрре те йăнăшмастăп пулĕ. Ку енĕпе те курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Ача çуратмалли тата ача-пăча уйрăмĕнче куллен тĕл пулакан юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Çак ĕçсенче 67,22 пин тенкĕ тăкакланă. Йывăр çын 5 хĕрарăма «Надежда» санаторие янă. «Ача çуратакансен сертификачĕ» парассипе те ĕçсем аван пыраççĕ. Пĕчĕк ачасем вилесси, 2008 çулхипе танлаштарсан, 2009 çулта 2,4 хут чакнă. Ача амăшĕсем вилесси пĕрре те пулман. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, иртнĕ çул районта пурăнакансем чирлесси, 2008 çулхипе танлаштарсан, 10,6 процент чакнă, пĕрремĕш хут чирлекенсем 13,4 процент, ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен чирсемпе чирлекенсем 6,5 процент сахалтарах, эрех ĕçсе наркăмăшланни те сахалтарах пулнă. Сахăр диабечĕпе тата юн пусăмĕ ÿснипе аптракансен йышĕ кулленех ÿсет.
2010-2012 çулсенче 18 çултан пуçласа тата аслăраххисене (2006-2009 çулта тухнисене шута илмесĕр) хушма диспансеризаци тума палăртнă. Унсăр пуçне 2010 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, вĕсен мăшăрĕсене, вăрçă вăхăтĕнче Ленинградра пурăннисене тÿлевсĕр тĕрĕслеççĕ. Çÿрейменнисене районти тĕп больницăра вырттарса тĕрĕслев ирттереççĕ. Çапла вара Надежда Иллариевна каланинчен районта приорителă наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн тата халăх сывлăхне сыхлассишĕн çине тăрса ĕçлени куç умне тухса тăрать. Тĕп врачăн заместителĕсем Н.Мефодьевапа Н.Эсенкулов, терапи уйрăмĕн заведующийĕ Т.Алексеева, поликлиника заведующийĕ И.Петрова, районти акушер-гинеколог Е.Чапурина, ача-пăча врачĕ Л.Чупракова, районти 32 номерлĕ аптека заведующийĕ М.Каланова тухса калаçнă. Вĕсем каланинченмĕн ĕçлени пурте халăх сывлăхĕшĕн пулни палăрнă.