26 февраля 2010 г.
Февралĕн сивĕ кунĕсене пăхмасăрах Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта 5, 10, 15, 20, 25 çул каялла вĕренсе пĕтернисем пуçтарăнчĕç. Шкултан вĕренсе тухнăранпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те, тăван шкула тепĕр хут пуçтарăнса шкулти пурнăçа аса илчĕç. Юратнă учительсемпе тĕл пулса калаçрĕç, вĕсене вĕрентсе ăс-тăн панишĕн тав турĕç. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнăшăн та учительсем умĕнче парăмра пулнине палăртрĕç. Хăнасем шкула пушă алăпа килмен. Шкул ачисене вĕренÿре усă курмалли хатĕрсем парнелерĕç. 25 çул каялла вĕренсе тухнисем - пуçласа ялти вăтам шкула пĕтернисем. Вĕсенчен нумайăшĕ ял хуçалăх ĕçне алла илнĕ. Вĕсен хушшинче ферма заведующийĕ, экономист, кассир пур. М.Якимова паянхи кун шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн тимлет. В.Федоров та ялта сумлă хисеплĕ çын.
Хăнасен кăмăлне çĕклеме шкул ачисем тăрăшса юрă-ташă, сăвă хатĕрленĕ. Кашни ача питĕ маттур пулчĕ. Хăйсен номерĕсемпе вĕсем курма килекенсене ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, пĕрремĕш класра вĕренекенсем «Первоклассник» юрă юрласа пачĕç. 5-6-мĕш класс ачисем те хатĕрленнĕ. 9-мĕш класс хĕрĕсем вара чаплă ташă ташларĕç. Концерт пурне те килĕшни çынсен пичĕсенче курăнчĕ.