26 февраля 2010 г.
Кашни Çĕнĕ çултанах эпир мĕн те пулин çĕнни кĕтетпĕр. Вĕрентекен çулталăкĕнче вара, паллах, вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăннисене. Хамăрăн «Вести образования» кăларăмра çакăн пирки учительсен пĕр ушкăнĕ хăйсен шухăшне пĕлтерчĕ. Халĕ вара педагогика ĕçĕпе çыхăнман çын шухăшне пĕлтересшĕн.
База шкулĕсене пысăклатни уйрăм ял шкулĕсенче вĕренекенсен йышне чакарасси, пĕчĕкрех шкулсене пĕтересси патне илсе пырать. Çакă вара ялăн социаллă пурнăçне тÿнтерле витĕм кÿрĕ, çавăнпа та пур шкула та упраса хăварма тăрăшмалла. Учитель профессийĕ ятлă-сумлă пултăр тесен чи малтанах ĕç укçине ÿстермелле. Норвегире нефть кăларакан çĕрте ĕçлекен пĕр хаçата панă интервью куçа лекнĕччĕ. Унта вăл, ĕç укçи мĕн чухлĕ илни çинчен ыйтсан, мăнаçлăн: «Манăн ĕç укçи учительсемпе врачсеннинчен кая мар», - тесе пĕлтернĕччĕ. Питĕ тĕрĕс шалу хаклавĕ. Уроксем ирттернĕ чухне учительсене ытларах компьютер технологийĕсемпе усă курма сĕнес килет. Калăпăр, географи, астрономи, истори предмечĕсене вĕрентнĕ чухне «Google Планета Земля» программăпа усă курни вырăнлă пулмалла. Унпа тĕрлĕ вырăнсенче «пулса» çĕр пичĕн рельефĕпе, истори палăкĕсемпе паллашма, тинĕссемпе океансен тĕпне «анма» е космоса «хăпарса» планетăсемпе çăлтăрсене тĕпчеме пулать. Чăваш чĕлхипе тăван ен культурине вĕрентнĕ чухне «Чăваш халăх сайчĕпе» усă курни усăллă.