26 февраля 2010 г.
Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти 6-мĕш класра вĕренекен кадетсен ушкăнĕ оборонăпа массăлăх уйăхлăхне, «Музей тата ачасем» эрнене хутшăнса Энĕшпуçĕнчи Çар мухтавĕн музейне çитсе курчĕç. Пĕр евĕрлĕ ялкăшса курăнакан тумсем тăхăннă пĕр ÿсĕмри çамрăксене Ю.Максимова, Н.Павлова, Т.Павлова экскурсоводсем тата музей ертÿçи И.Криков ял тăрăхĕпе çыхăннă истори материалĕсемпе, паллă ентешсемпе, музей ĕçĕ-хĕлĕпе, унăн кун-çулĕпе паллаштарчĕç. Унтан кадетсем шкулта вĕренекен 6-мĕш класс ачисемпе тĕл пулчĕç, хăйсен гимне уççăн янратса юрларĕç, девизĕпе тата вĕренÿри уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕç, малашне те пĕр-пĕринпе çыхăну тытса тăма калаçса татăлчĕç.
Патриотла воспитани парас тĕллевпе 18 çынтан тăракан кадетсен ушкăнне пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсне вĕрентекен В.Иванов ертсе пычĕ. Çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулмалла. Кăçал Энĕшпуçĕнчи Çар мухтавĕн музейĕ уçăлнăранпа 25 çул çывхарать. Кунта 1200 ытла экспонат шутланать, 20 пин ытла çын кĕрсе курнă. Музей республикăри тата çĕршыври конкурссенче лауреат ятне илме тивĕç пулнă. Вăл малашлăхпа пурăнать.