26 февраля 2010 г.
Нумаях пулмасть Шупашкар тата Чăваш епархийĕпе ЧР Вĕрентÿ министерстви пĕр-пĕринпе ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă. Сăмах кунта шкулта православи культурине вĕрентес ĕçе йĕркелесе ярасси çинчен.
2006 çулта Ăс-хакăл çулталăкĕнче Шупашкар тата Чăваш епархийĕпе ЧР Вĕрентÿ министерстви пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлес тĕлĕшпе виçĕ çуллăх килĕшÿ тунăччĕ. Çак документа малалла тăснă. Халĕ шкулта «Тĕн культурин никĕсĕсем тата чиркÿпе çыхăнман этика» вĕрентÿ курсĕ пуçлама йышăннă. Çак предмет Турă саккунĕсене мар, православи тĕнĕ пурнăçа еплерех витĕм кÿнине, еплерех вырăн йышăннине каласа парĕ. Çавăн пекех ачасене ырăпа усала уйăрма, ытти çынна ырă тума вĕрентĕ. Предметăн 6 пай: православи, мăсăльман, буддизм, иудаизм тата тĕнчери ытти тĕп тĕнсен культурин пĕтĕмĕшле никĕсĕсем, çавăн пекех чиркÿпе çыхăнман этика. Вĕрентÿ курсне культурологипе этика шутне кĕртмелле. Çĕнĕ предмет программи 4-мĕш класра - «Окружающий мир», 5-мĕшĕнче - «Истори» предметсемпе шайлашăнса пырĕ. Учебниксене вара Мускавран укçасăрах ярса парĕç. Вĕрентекенсем ятарлă курссем пĕтерĕç, вĕсене священниксем канашсем парĕç. Çĕнĕ предмета 4 класра юлашки тата 5 класра пĕрремĕш чĕрĕксенче эрнере икĕ сехет вĕрентме палăртнă. Вăрмар районĕнче «Тĕн культурин никĕсĕсем тата чиркÿпе çыхăнман этика» дисциплинăна Вĕрентÿ институтĕнче ятарлă пĕлÿ пухнă учительсем 2006-2007 вĕренÿ çулĕнченех вĕрентме пуçланă. Хальхи вăхăтра çак курса районти 11 шкула кĕртнĕ.