26 февраля 2010 г.
Учитель пулмах çуралнă Тамара Николаевна Никитина. 33 çул шкулта математика предметне вĕрентет вăл. Çак вăхăт хушшинче мĕн кăна улшăнса çĕнелмерĕ-ши! Вĕрентекен пурнăçĕнче те çĕнĕлĕх нумай. Урокра компьютерпа, электронлă учебниксемпе усă кураççĕ. Вĕсем, паллах, урока интереслĕрех ирттерме пулăшаççĕ. «Çапах та математикăна пурăпа класс доскисĕр вĕрентеймĕн», - тет Тамара Николаевна. Пуринчен те çак предмета йăлт ăнланасси пулмасть. Пĕри часрах тата ытларах, тепри сахалрах ăнкарать. Çакна тĕпе хурса ĕçлет вăл. Ачасене юратать, чи кирли - ăнланать. Учительшĕн тĕп тĕллев - урока усăллă ирттересси.
Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан направленипе Энтрияль шкулне яраççĕ Тамарăна. Çапла1977 çулта пуçланать унăн ĕç стажĕ. 1984 çултан паянхи кунччен Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти математик.
Юлашки çулсенче Тамара Николаевна физикăпа математика тата информаципе технологи направленийĕсемпе вĕренекен профильлĕ классемпе ĕçлет. Çулсерен унăн ачисем районти олимпиадăсене хутшăнаççĕ, Мускаври тĕрлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Кашни çул ачасем ятарлă математикăпа иртекен пĕтĕм тĕнчери «Кенгуру» вăйăна йышлăн хутшăнаççĕ, призлă вырăнсем йышăнаççĕ. Класс ертÿçи пулнă май, унăн вĕренекенĕсем яланах йĕркелĕхе, пĕр-пĕрне, учительсене хисепленипе уйрăлса тăраççĕ. Шкулта та кулленхи пурнăçра та Т.Никитина ĕçченлĕхĕпе, вĕрентекенсемпе хăйне тытма пĕлнипе хисепе тивĕçнĕ.
Чи кирлине каласа хăвармалла: Тамара Николаевнан амăшĕ те, Лидия Ильинична Кириллова, учитель пулнă. 40 çул Çĕнĕ Вĕренерте кĕçĕн класс ачисене вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Амăшĕн йăмăкĕ Валентина Ильинична Чернова вара вырăс чĕлхи учителĕ пулнă. Малтан Кивĕ Вăрмарти, унтан Эçпепери шкулта ĕçлесе пенсие тухнă. Çак икĕ пĕр тăвансен аппăшĕн хĕрĕ Наталья Ивановна та Т.Никитинапа пĕр шкултах тăрăшать.18 çул хими предметне вĕрентет. Тăван пулни кăна мар, чун туртнипе ĕçлени те пĕрлештерет çак çынсене.