26 февраля 2010 г.
Пуласлăх çитĕнекен ăруран нумай килет. 2003 çултанпа Н.Федоров Президент чи хастар тата пултаруллă пин çамрăка хавхалантарма ятарлă стипенди çирĕплетнĕ. Ăнтăлма, çĕнĕрен çĕнĕ çÿллĕш парăнтарма, эппин, шанчăклă никĕс пур. Кăçал республикăра тăхăрçĕр тăхăрвуннăн вĕсем. Иртнĕ юн кун Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче стипендиатăн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ хастарсене чысларĕç.
Нумай енлĕ аталаннă Степан Викторов та (ÿкерчĕк çинче) кăçал ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине илме тивĕçнĕ. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти 10 В класра вĕренекен ача ытларах естествăлла наукăсем патнелле туртăнать. 2008-2009, 2009-2010 вĕренÿ çулĕсенче районти биологи, географи, астрономи, акăлчан чĕлхипе, вăрман олимпиадисенче призлă вырăнсем йышăннă.
Тÿрех курăнать, Степа мухтанма юратмасть, сăпайлă тыткалать хăйне 15 çулхи каччă. Ун çинчен пире 10 В класс руководителĕ З.Александрова каласа пачĕ: «Степан шкул пурнăçне активлă хутшăнать, вулама, ÿкерме юратать, спортпа интересленет. Çамрăк вĕренÿре палăрнăшăн шкул директорĕн пĕр хутченхи премине те илме тивĕçнĕ. 2006 çултанпа ачасен Вăрмарти пултарулăх çуртĕнче йĕркеленĕ «Çут çанталăк тĕпчевçисем» кружока çÿрет. Çак кунсенче республикăра вăрман олимпиади иртнĕ. Унта та Вăрмар ачи çĕнтерессе шанатпăр.
Вĕреннипе пĕрлех кану вăхăтне те усăллă йĕркелеме пĕлет вăл. А.Сорокин ертсе пыракан «Салам» вокалпа инструментсен ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕнче гитарăпа калать, йĕлтĕрпе ярăнать. Ăнăçлă интеллигентлă çемьере ачасем те тĕрĕс-тĕкел, вĕренÿре пултаруллă çитĕнеççĕ. Шкул ачи хăй каланă тăрăх, медицина енĕпе вĕренме каясшăн ĕмĕтленет. Ăнăçу пултăр сана, Степан!