26 февраля 2010 г.
Айлăмлăрах вырăнта вырнаçнă пулсан та, аякранах куçа илĕртет çак икĕ хутлă хăтлă çурт. Хĕл кунне яланах илем кÿрекен симĕс чăрăшсем кунта кĕрсе тухмах йыхăраççĕ. Акă эпир шкул директорĕн пÿлĕмĕнче. Николай Иванович Иванов «хуçалăхпа» паллаштарать.
2009-2010 вĕренÿ çулĕнче Тикашри тĕп шкулта 48 ача, Хĕрлĕçырти филиалта 8 ача вĕренет. Вĕсене 15 вĕрентекен пĕлÿ парать. Вĕсенчен пĕр учитель аслă (ку - физкультурăна вĕрентекен О.Мефодьев), вуннăшĕ 1-мĕш категориллĕ. Кăçал 9-мĕш класран 7 ача вĕренсе тухмалла. Иртнĕ çул шкул пĕтернисене илес пулсассăн, вĕсем малаллахи пĕлĕвне хуласенчи техникумсемпе колледжсенче тăсаççĕ. Пĕлтĕр пĕр ача кăна професси училищине кайма шут тытнă.
- Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пирĕншĕн тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе пуçланчĕ, - каласа парать Николай Иванович. - Октябрь уйăхĕнче инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе районти шкул директорĕсен семинарĕ иртрĕ, октябрĕн 28-мĕшĕнче шкулăн 125 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Хатĕрленсе йĕркелесе ирттерме пĕрре те çăмăл пулмарĕ, анчах туслă коллектив ăна тивĕçлĕ шайра ирттерчĕ. Çак çавра дата тĕлне тавра пĕлÿ тата шкул историйĕн музейне те уçма пултартăмăр. Декабрь уйăхĕпех вара Роспотребнадзорăн комиссийĕ ĕçлерĕ. Санитари тата ытти правилăсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслерĕç, пур нормăсем те тивĕçлĕ шайра, çутă, ăшă, хăтлă пулнине палăртрĕç... Ку чăн та çапла пулнине шкул алăкĕ урлă каçса кĕрсенех туятăн. Тен, ачасем сахалрах пулнипе те çыхăнтарма пăхĕ кам та пулса, анчах хуçа алли тÿрех палăрать. Пĕлтĕр çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулта самаях пысăк строительство ĕçĕсем пычĕç - пушаннă пÿлĕмсенче ача сачĕ уçма шутланăччĕ ун чухне. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне ĕмĕтленни пурнăçланнă. Халĕ çутă та çĕнĕ сăрăпа йăлтăртатакан пÿлĕмсем ача сассипе тулнă. 10 ачана йышăнассине икĕ сменăпа йĕркеленĕ, вĕсене икĕ воспитатель - С.Нарсова тата Л.Иванова пăхаççĕ. Çапла вара çитес çулсем шкула килмелли ăрăва кунтах çитĕнтереççĕ.
Январĕн 29-мĕшĕнче пирĕн республикăра Вĕрентекен çулталăкĕ официаллă йĕркепе уçăлчĕ. Çакă общество шкул, учитель çине тимлĕрех пăхма тытăннипе пĕрлех педагогсен хăйсен ĕçне татах та вăйлатмалли, пултарулăхĕпе професси шайне ÿстермелли çинчен те калать. Кун пирки эпир директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕпе В.Александровапа калаçрăмăр.
Вĕреннĕ çын
хурамаран та вĕрене тăвĕ
2009-2010 вĕренÿ çулĕнче Тикаш шкулĕнчи педагогсен коллективĕ «Инноваци технологийĕсемпе вĕрентÿ процесĕ вăхăтĕнче усă курасси» темăпа ĕçлет. Çак ыйту халĕ çивĕч тăрать. ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура та тĕп тĕллевсенчен пĕри «никĕсри мĕн пур отрасле модернизаци, вĕсен инновацисене йышăнаслăхне ÿстересси» тенĕ. Шкулсене илсессĕн, чи малтанах ку компьютерсемпе анлăрах усă курассипе çыхăннă пулĕ. Çавăнпа та шкулта çакна уйрăмах тимлеççĕ. Вĕрентекенсен 36 проценчĕ вĕсемпе урок ирттернĕ чухне анлă усă курать. Тĕллев - çулталăк вĕçĕнче пур педагога та çак ĕçе явăçтарасси. Январь уйăхĕнчех кунта пуçласа компьютер умне ларакансем валли ятарлă курс ĕçлеме пуçланă. Часах унта çÿрекенсен пĕрремĕш ушкăнĕ (вĕсен шутĕнче 2 учитель те пур) компьютерăн тĕп хăнăхăвĕсене алла илĕ. Çÿлерех юбилей пирки асăнтăмăр. Ун вăхăтĕнче кунти шкултан вĕренсе тухнă, халĕ «Чăвашторгтехника» тулли мар яваплă обществăн директорĕ М.Николаев мульти-медиа проектор парнеленĕ. Курăмлă пулăшу ку. Техникăпа анлăрах усă курсан ачасен пĕлÿ шайĕ ÿсесси те куç кĕрет.
- Пĕрремĕш çур çула пирĕн ачасен 52,8 проценчĕ «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтерчĕ, - савăнса пĕлтерет Валентина Николаевна. - Тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче мала тухакансем те йышлă. Районти олимпиадăсенчи кăтартусемпе паллашар-ха. Географипе А.Васильева 1-мĕш (9-мĕш класс, вĕрентекенĕ Н.Иванов), чăваш чĕлхипе К.Иванова 2-мĕш (9 класс, З.Илларионова хатĕрленĕ), технологипе тата астрономипе И.Федоровпа К.Иванова (9 класс, вĕрентекенĕсем Ю.Чернов, Н.Ульянова) 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Наукăпа практика конференцийĕсенче вырăн йышăннисене те палăртас килет. Вĕсем: А.Семенова (7 класс, биологипе, вĕрентекенĕ С.Иванова), Д.Воробьев (пуçламăш классем хушшинче, учителĕ И.Демьянова). Тавра пĕлÿçĕсен олимпиадинче шкул команди 2-мĕш, тĕпчев ĕçĕпе К.Иванова 3-мĕш вырăнсене тухнă. Вĕсене хатĕрлес енĕпе Л.Иванова вĕрентекен пысăк ĕç туса ирттернĕ. Пушкин вулавĕсенче В.Паймулинапа Е.Васильева пĕрремĕшсем пулнă.
Пĕтĕм тĕнчери вăйă-конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ кунта вĕренекенсем. Акăлчан чĕлхипе иртнĕ «Бульдог», информатикăпа «КИТ», вырăс чĕлхипе «Вырăс упа çури» конкурссене вуншар ача хутшăнма кăмăл тунă. Эпир пынă кун ачасем чăваш чĕлхипе иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç» вăййăн ыйтăвĕсене хуравлатчĕç. «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çывăх тусĕ З.Илларионова вĕрентекен витĕм кÿрсе пынипе ачасем республика шайĕнче иртекен «Халап хапха тăрринче», «Тупмалли юмахсем» интернет-конкурссене хапăл тăваççĕ. Пĕр сăмахпа - пĕлеççĕ кунта вĕрентекенсем ачасене илĕртме...
Кĕнеке - пĕлÿ çăл куçĕ
Çĕнĕ технологисен витĕмĕ вĕрентÿ процесĕнче паллах калама çук пысăк, анчах пĕлĕвĕн тĕп çăл куçĕ - кĕнекесем - çинчен те манмалла мар. Ку енĕпе вара Тикаш ачисене чăннипех ăннă. Хăш шкулта икĕ библиотека пур; Ялти шкулсене илсен - кунта кăна. Ял тăрăхĕнче модельлĕ библиотека уçма вăхăт çитсен, шкул директорĕ «симĕс çутă» панă, пысăк çуртра пушă пÿлĕм пуррине кура ăна кунта уçнă. Икĕ алăк библиотекăра халĕ - тултан та, шкул коридорĕнчен те кĕме пулать. Пуриншĕн те меллĕ. Фондра 14 пин ытла кĕнеке, электронлă кăларăмсем те чылай. Вĕсен «хуçи» - И.Иванова библиотекарь. Ял халăхĕ те, шкул ачисем те йышлăн çÿреççĕ. Акă пĕлтĕр 25 пин кĕнекепе хаçат-журнал вулама панă. Хаçат-журнал тенĕрен, 19 тĕрлине çырăнса илеççĕ кунта - чăвашли те, вырăсли те. Тематикипе те тĕрлĕ енлĕ. Унсăр пуçне Хĕрлĕçырта кĕнекесем паракан пункт пур. Кăçалччен унта Л.Васильева ĕçленĕ. Шкул библиотеки те чухăн мар, илемлĕ литература кăна 11 пине яхăн, вĕрентÿ, методика литератури 3 пин тавралла, 91 электронлă кăларăм, унсăр пуçне 100 ытла справочник. Е.Христофорова библиотекарь ачасем вулавăша кăмăлласа çÿренине палăртать.
Аваллăхсăр малашлăх çук
Çак каларăша шкулта яланах асра тытнă, çавăнпа та музей уçас шухăш тахçантанпах пулнă, хатĕрленÿ ĕçĕсем те ирттернĕ. Акă, шкул 125 çул тултарнă кун вăл алăкне уçнă. Халĕ кунта 3 пÿлĕм - тавра пĕлÿ, çар мухтавĕн тата хальхи шкул историйĕн. Истори учителĕ Н.Тимофеев каланă тăрăх, тавра пĕлÿ залне экспонатсемпе пуянлатма çăмăлрах пулнă. Аваллăха манмаççĕ Тикашсем, ĕлĕкрех йăлара усă курнă хатĕр-хĕтĕрсене кашни килтех тупма пулать, çавăнпа та хăвăртрах тулнă зал. Тепĕр иккĕшне экспонатсемпе, документсемпе пуянлатас ĕç малалла пырать-ха. Ку ĕçре ачасем витĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ, мĕн кирлине тăхтавсем вăхăтĕнче кĕрсе тухса та хăйсен çивĕч куçĕсемпе курса асра хăвараççĕ, ăçта та пулса тупсан кунта илсе килеççĕ. Стендсене илемлетес енĕпе вара рисованипе технологи учителĕ Ю.Чернов ĕçлесе пырать.
Шкул - иккĕмĕш кил
«Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансем Тикаш шкулĕнче вĕренекенсен хайлавĕсем тăтăшах пичетленнине асăрхарĕç пулĕ. Ялта хальччен те çыракан çынсем сахал пулман. Акă, РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ Г.Кабаков, В.Чернова. Хальхи çамрăксем хаçатпа туслă çыхăну тытасси вара кунта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен З.Илларионова ĕçлеме пуçласан çĕнĕ, çÿллĕ шая çĕкленчĕ. Вăл пуçарнипе 2008 çулхи декабрьтенпе кунта «Çамрăк хунав» литература кружокĕ ĕçлет. 6-мĕш класра вĕренекенсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕскер хăй тавра çырма юратакан пур ачана та пĕрлештернĕ. Кашни тунти кун пĕрле пухăнаççĕ унта çÿрекенсем. Çырас ăсталăха туптаççĕ, материалсене тишкерсе лайăх енĕсемпе çитменлĕхсене палăртаççĕ. «Пиçсе» çитнĕ материалсене район хыпарçине сĕннисĕр пуçне «Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсене ярса параççĕ. Л.Кабакова, М.Кабакова, Д.Васильев, Ю.Архипова, В.Васильев, В.Паймулина, Т.Иванова, К.Иванова, А.Иванова, А.Белоусов тата ыттисем çырнă заметкăсем, тĕрленчĕксем, сăвăсем вĕсенче кун çути кураççĕ. Ачасем суйласа илнĕ тĕп темăсем - тăван шкул, тăван ял, унăн çыннисем. Çакăнтан пуçланать те ĕнтĕ вăл тăван тăрăха юратасси, çырас ăсталăха туптасси. Ачасен тепĕр ушкăнĕ спорт вăййисемпе кăсăкланать. О.Мефодьев физкультура учителĕ йĕлтĕр, волейбол, çăмăл атлетика секцийĕсене ертсе пырать. Хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетнисĕр пуçне çамрăксем тĕрлĕ ăмăртусенче те çитĕнÿсем тăваççĕ. Н.Шапеев, Н.Ленский йĕлтĕрпе, çуран чупас енĕпе ирттерекен районти ăмăртусене хутшăнса лайăх результатсем кăтартаççĕ. Уроксем хыççăн та ачасем киле васкаманни вĕсем шкула иккĕмĕш кил вырăнне хуниех пулать.
Мĕнле апатланатăн -
çавăн пек вĕренетĕн
«Кирек хăш майлă шутласан та, пурнăçра çыншăн та, ытти чĕрĕ чунсемшĕн те чи кирли - апат. Çыннăн сывлăхĕ те, кăмăл-туймĕ те, ĕç тухăçлăхĕ те вăл мĕнле апатланнинчен килет», - тесе çырнăччĕ пирĕн хаçатăн пĕр номерĕнче педагогика наукисен кандидачĕ С.Корнилова. Мĕнле килĕшмĕн-ха çак сăмахсемпе; Шкул администрацийĕ те мĕнле апатланатăн - çавăн пек вĕренетĕн, тесе шутлать. Кирлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерессине Вăрмар райповĕ урлă йĕркеленисĕр пуçне чылай пахча-çимĕçе шкул пахчинче çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех ялти «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕпе те таччăн çыхăнса ĕçлеççĕ. Çĕр улми кăларнă вăхăтра пулăшнăшăн фермер укçасăр пуçне «иккĕмĕш» çăкăр та парать.
Техĕмлĕ апата вара ăста та пултаруллă З.Васильева тата А.Федотова поварсем хатĕрлеççĕ. Уйрăмах Альбина Федотова çинчен пĕр-икĕ ăшă сăмах каласа хăварас килет. Ятарлă пĕлÿ илнĕскер, 31 çул хушши вăл юратнă ĕçре вăй хурать. Малтанласа çак професси ăсталăхне Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ ача садĕнче туптанă, яла пурăнма куçсан кунти ачасене апатлантарма пуçланă. Çакă икĕ вашават хĕрарăм пĕçернĕ апата ачасем кăмăлласа çиеççĕ, яланах тав сăмахĕ калаççĕ. Эпир те шкулпа сыв пуллашнă май апачĕ яланах тутлă пултăр тетпĕр, кунта ĕçлекенсене пире хапăл пулнăшăн тав тăватпăр.