19 февраля 2010 г.
Акă кăçал кăрлачăн 30-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе шкула никĕсленĕ, шкулăн пĕрремĕш диреторĕ пулнă Николай Афанасьевичпа унăн ывăлĕ педагогика наукисен кандидачĕ пулнă Игорь Николаевич Афанасьевсене асăнса, Учитель çулталăкĕпе килĕшсе район шайĕнче иртекен "Йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту иртрĕ.
Шкул умне пĕрин хыççăн тепри сап-сарă автобуссем килсе чарăнчĕç. Районти шкулсенчен пултаруллă спортменсем килсе çитрĕç. Кунта спорт ветеранĕсем, ялсенче пурăнакансем, спорта юратакансем те пур.
Акă йĕлтĕрçĕсем пĕр рете йĕркеленсе тăчĕç. Спорт уявне шкул директорĕ Ю.Н.Данилов уçрĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.В.Соколов саламларĕ.
- 2010-мĕш çула Раççей Президенчĕ Д.А.Медведев тата Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Учитель çулталăкĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ.
Учитель çулĕнче тава тивĕçлĕ учительсене асăнса ирттерекен физкультурăпа спорт уявĕ иртни уйрăмах вырăнлă.
Сире пурне те паянхи уявра сывлăха татах та çирĕплетме, спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатăп, -терĕ Юрий Васильевич.
Çанталăкĕ сивĕрех тăчĕ пулсан та спортменсем хăйсенчен мĕн пур "ăшшине" кăларса тĕрлĕ дистанцисенче çивĕччĕн тупăшрĕç.
Чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ ку районти йĕлтĕрçĕсемшĕн. Ăмăртусем интереслĕ иртрĕç. Спортменсем хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне кăтартрĕç.
Ку ăмăртăва ăнăçлă ирттерме пулăшнăшăн Ю.Н.Данилов Раççей Федерацин Патшалăх Думин депутатне К.И.Косачева, Афанасьевсен çемйине, ял тăрăхĕн администрацине тав сăмахĕ каларĕ.
Кĕлкеш шкулĕ.