АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех ачасемшĕн, пĕтĕмпех ачасем валли

19 февраля 2010 г.

Пĕтĕмпех ачасемшĕн, пĕтĕмпех ачасем валли

Ача организмĕ хăвăрт ÿссе аталанать, çав вăхăтрах ăна сывлăхлă çитĕнтересси ачана мĕн çитернинчен те сахал мар килет. Кăнтăрла вĕри апат çини - организмшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та пĕр ача та вĕри апатсăр ан юлтăр. Ку тĕлĕшпе шкул администрацийĕ столовăй ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Хальхинче те, районта шкул столовăйĕсен конкурсĕ пуласси çинчен пĕлтерсен, мĕн пур Чулкасри пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕ пĕр иккеленмесĕр тупăшăва хутшăнма килĕшрĕ.

Шкул столовăйĕнче çитерекен апат-çимĕçпе пурте кăмăллă. Урăхла пулма та пултараймасть - апат пĕçерекен пÿлĕмре тирпейлĕх, апат çимелли пысăк пÿлĕмре яланах илемлĕхпе хăтлăх хуçаланаççĕ. Столовăйĕнче икĕ теçетке çула яхăн пĕр йышпа Ирина Александровна Андреева, Раиса Аркадьевна Петрова, Светлана Валериановна Трифонова тăрăшса ĕçлеççĕ. Хăйсен ăсталăхĕпе чун-чĕре ăшшине ачасене парнелеме тăрăшаççĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ апатпа сăйлаççĕ. Шкул коллективĕ ачасемшĕн тăрăшни усăллă пулассине шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика