19 февраля 2010 г.
Пирĕн ĕçтеш пулнă - Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕн В.Андреевпа унăн мăшăрĕн Раиса Федоровнан халĕ Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче тăватă мăнукĕ службăра тăраççĕ. Вĕсем - Николай ывăлĕн 3 ачи тата Лилия хĕрĕн аслă ывăлĕ. Кĕçĕнни вĕренет-ха, вăл та çара юрăхлă. Каччăсем тăван килтен инçетре - Алешăпа Костя - Байкал леш енче, Антонпа Артем тата аяккарах - Амур тăрăхĕнче службăра. Çăмăл мар пулин те, служба вăхăчĕ шăвать, Турри пулăшсан, çамрăксем кăçал çу варринче киле таврăнмалла. Халĕ вĕсем килтисемпе çыхăну тытсах тăраççĕ: çыру çыраççĕ, телефонпа тÿрремĕнех калаçма та май тупаççĕ.
Пирĕн хаçат редакцийĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсене чыслăн пурнăçласа пыракан салтаксене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне праçник ячĕпе - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе ăшшăн саламлать, ырлăх-сывлăх, телей сунать.
Кĕтетпĕр салтаксене киле!