19 февраля 2010 г.
Çĕр ĕçĕ яланах хисеплĕ пулнă. Ахальтен мар иртнĕ çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтернĕччĕ. Çирĕплетсе панă çĕре усăсăр вырттарас мар тесе тăрăшни çак çул уйрăмах палăрчĕ. Çакна çĕрĕн хуçисен канашлăвĕнче пĕтĕмлетрĕç те.
Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ. Иртнĕ çул ĕçленин итогĕсене пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров сăмах илчĕ. Пирĕн район республикăра малта пыракансем хушшинче. Юлашки 12 çулта тĕш тырă тухăçĕ кăçал чи пысăкки - тасатса тирпейленĕ хыççăн 37,7 пин тонна. Çакă 2005 çулхипе танлаштарсан 2 хут нумайрах. Чи пысăк тухăç «Арабоси» агрофирмăра, вĕсем 7820 тонна, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче - 5960 тонна, «Павлов В.Ф.» - 3410, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхсенче - 3254, «Шигали» хуçалăхра - 2332, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра 2243 тонна тĕш тырă туса илнĕ. Çĕр улми туса илессипе те палăрмаллах çитĕнÿсем пур. Иртнĕ çул пур категориллĕ хуçалăхсене шута илсен, ăна 53 пин тонна пухса илнĕ, 2008 çулхипе танлаштарсан 110 процент. Хăмла туса илесси те 2008 çулхипе танлаштарсан 4 процент ытларах, 317 центнер. Кĕрхи культурăсене 6511 гектар çинче акса хăварнă, 2008 çулхипе танлаштарсан 2300 гектар ытларах. Иртнĕ çул сухаланман 2021 гектар çĕр çинче агротехникăлла мероприятисем туса ирттернĕ. Çакă ЧР Министрсен Кабинечĕ палăртнинчен 70 процент ытларах. Çитес çул 3 пин гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме палăртнă. Ку ĕçсене пурнăçлама ял хуçалăх техникипе трактор-автомобильсем çителĕклĕ. Юлашки 3 çул хушшинче ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем хăйсен машинăпа трактор паркне палăрмаллах çĕнетнĕ, 130 миллион та 137 пин тенкĕлĕх 113 единица çĕнĕ йышши техника туянма пултарнă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те палăрмаллах çитĕнÿсем пур. Пур категорири хуçалăхсенчине шута илсен выльăх-чĕрлĕхпе чăх-чĕп çитĕнтерессин чĕрĕ виçи 3895 тоннăпа танлашнă, иртнĕ çулхипе шутласан 12 тонна ытларах, 100,3 процент. 2009 çулта пурĕ 16070 тонна сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 102 процент. Минераллă удобренисемпе тата ÿсен-тăрансене чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлемелли препаратсемпе те тухăçлă усă куратпăр.
Малалла Леонид Иванович вак хуçалăхсене аталантарасси пирки тата тавралăха таса тытасси çинчен чарăнса тăчĕ, çитес çулхи плансемпе паллаштарчĕ.
2010 çулта Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшÿ кÿресси çинчен ЧР ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн районти тĕп специалист-эксперчĕ В.Ефремова тухса калаçрĕ. Ял хуçалăх таварĕсене ытлă-çитлĕ туса илес тесен патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалли çинчен тата кредита миçе процентпа, хăçан, мĕнле илме май пуррине тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Çур аки çитсе пынă май ял хуçалăх техникине хатĕрлесе çитересси пирки Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ В.Николаев тухса калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, март вĕçĕнчен пуçласа апрель пуçламăшĕччен çур акине хутшăнакан пур техникăн та техосмотр тухмалла. Ăна ирттерме графикне туса хатĕрленĕ. Патшалăх пошлини тÿлес çĕрте улшăнусем пулса иртни пирки чарăнса тăчĕ. «Россельхозцентр» федераци патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ С.Семенов вăрлăх хатĕрлесси мĕнлерех шайра пыни пирки каларĕ. Ветеринари станци начальникĕ П.Петров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата хуçалăхсенче туса ирттермелли тĕрлĕрен мероприятисемпе паллаштарчĕ. Перекет банкĕн представителĕ С.Алжирова ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсене кредит парасси пирки ăнлантарчĕ. Канашлура тĕрлĕ банксенчи, страхлакан компанисенчи, удобренисемпе ÿсен-тăрансене тĕрлĕ енлĕ хÿтĕлеме пулăшакан препаратсене сутакансен представителĕсем тухса калаçрĕç. Канашлăва пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов тухса калаçрĕ.