АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарăн пĕлÿ илме сивĕ ан чăрмантартăр

19 февраля 2010 г.

Тарăн пĕлÿ илме сивĕ ан чăрмантартăр

2007 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинче пулнă май «Çĕнĕ шкул» программа республикăра мĕнлерех пурнăçланса пынипе тĕплĕн кăсăкланнăччĕ. Шупашкар районĕнчи Тренккассинчи вăтам шкулта пулса курнă вăхăтра кунти вĕрентекенсен ĕç-хĕлне пысăк хак панăччĕ. «Ялсенчи шкулсен ĕçне тĕплĕ шухăшласа йĕркеленĕ май, вĕсем вĕрентÿ шайĕпе те, пурлăх никĕсĕ тĕлĕшĕпе те хула шкулĕсенчен кая мар», - тесе палăртнăччĕ патшалăх пуçлăхĕ ун чухне. Анчах та хальхи вăхăтра пур шкул та çÿлерех асăннă каларăша тивĕçтерет-ши;

Акă пирĕн районти Саруйĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен шкулпа ача садне илер-ха. Кунта хальхи вăхăтра 25 ача пĕлÿ пухать, 10 шăпăрлан ача садне çÿрет. Кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕнче çÿлерех асăннă шкулта пулнă май, çакă паллă пулчĕ: классенче, ача садĕнче сивĕ хуçаланать. Ачасем уроксенче хĕллехи тумсемпе лараççĕ пулин те, пĕлÿ илес тесе ăнтăлаççĕ. Тепĕр майлă каласан, вĕсене нимĕнле сивĕсем те хăратмаççĕ тейĕн. Хальлĕхе тăван ялти шкултан пахараххи мĕн пултăр-ха вĕсемшĕн;

Шкулта, ача садĕнче сивĕ пулин те, тирпейлĕхе, тасалăха çирĕп тытса пыраççĕ кунти ĕçченсем. Хальхи вăхăтра асăннă учрежденинче 9 çын тăрăшса вăй хурать. Н.Павлов директор тата ыттисем те çак лару-тăруран хăтăлма тĕрлĕ майсем шыраççĕ.

Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов пĕлтернĕ тăрăх, Саруйĕнчи пуçламăш классенчи тата ача садĕнчи йывăр лару-тăрăва татса парас тĕллевпе хăш-пĕр ĕçсене пурнăçланă. Кунта электричество вăйĕпе ĕçлекен çĕнĕ насус туянса вырнаçтарнă. Ăна ĕçлеттерме тытăннă. Анчах та шкул патĕнчен аякрах мар вырнаçнă трансформатор ĕçлекен насус хăватне чăтаймасăр сÿнсе ларать. Çавна май ку ыйтăва татса пама «МРСК Волги» - «Чăвашэнерго» акционерсен уçă обществин Вăрмар районĕнчи электричество сечĕсен филиалĕн ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, электричество вăйĕпе ĕçлекен насус сÿнсе ан лартăр тесен шкул çумĕнчен трансформатор патне çити сип пралук туртмалла. Ку ыйтăва çитес вăхăтра татса пама палăртнă. Апла пулсан ачасем малашне хăтлă, ăшă классенче пахалăхлă пĕлÿ илессе шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика