АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Парнелесси - чун хистевĕ»

16 февраля 2010 г.

Вăрмарти ача-пăча библиотеки кашни кун вулавçăсен сассипе тулать. Кам кĕнеке илме, кам вулав залĕнче илемлĕ литературăпа е справочниксемпе тата энциклопедисемпе паллашма килет. Шкулта панă уроксене хатĕрленме те нумайăшĕ библиотекăна васкаççĕ. Юлашки çулсенче ачасен ашшĕ-амăшĕсене, садикре е шкулта ĕçлекен педагогсене те час-часах курма пулать. Мĕн илĕртет-ха кунта çÿреме кăмăл тăвакансене; Паллах, библиотека фончĕ. Çапла вара кашни вулавçăн тĕрлĕ енлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтересси - библиотекăра ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланса тăрать. Ку вара библиотека фончĕ пуянлăхĕнчен нумай килет. Паянхи куна библиотекăра 20 пине яхăн (пичетлĕ тата электронлă) документ шутланса тăрать. Çапла пулин те çак структура тата состав фончĕ пур енĕпе те вулакансене туллин тивĕçтереймест-ха. Фонда пуянлатас тата анлăлатас тĕллевпе библиотека февраль уйăхĕнчен пуçласа март уйăхĕ вĕçлениччен ырă кăмăллăх акцине ирттерме палăртрĕ. Кашни кăмăл тăвакан çак кунсенче ача-пăча библиотекине кĕнеке е компакт-диск парнелеме пултарать. Библиотекăра ĕçлекенсем районта пурăнакан мĕн пур çын çак акцие активлă хутшăнасса шанса тăраççĕ. Библиотека çак адреспа вырнаçнă: Вăрмар поселокĕ, Чапаев урамĕ, 2-мĕш çурт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика