16 февраля 2010 г.
«Патшалăх тата муниципаллă надзор пурнăçланă чухне юридици сăпачĕллĕ тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлесси çинчен» Федераллă саккун мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслес енĕпе район прокуратури пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерет. Çак тĕллевпе тăтăшах патшалăх тата муниципаллă контроль органĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесех тăрать. Çапах та прокуратура çак сферăра саккуна пăсни çинчен калакан информаци çителĕксĕррине туять. Çавăнпа предпринимательсен пĕрлĕхĕн представителĕсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлеме мерăсем йышăнать.
Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнчи субъектсен прависене хÿтĕлекен законодательствăна тупса палăртса пăснă тĕслĕхсем пуçтарас, унпа усă курас енĕпе район прокуратуринче «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Патшалăх тата муниципаллă контроль тунă чухне юридици сăпачĕллĕ тата уйрăм предпринимательсен прависене хÿтĕлекен законодательствăна пăсни çинчен прокуратурăна: 2-18-56, 2-16-02, 2-17-55 номерлĕ телефонсемпе 9 сехетрен пуçласа 18 сехетчен шăнкăравласа пĕлтерме пулать. Предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнчи субъектсен прависене хÿтĕлекен законодательствăна пăсни çинчен каланисем тăрăх район прокуратури кирлĕ тĕрĕслев ĕçсем туса ирттерĕ, информацие пĕлтерекенсене хуравсем парĕ.