АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăхне кура тухăçĕ

16 февраля 2010 г.

Вăрлăхне кура тухăçĕ

Тин çеç Çĕнĕ çул уявне уявланăччĕ, акă февралĕн çуррине те çитрĕмĕр. Кун вăрăмланма пуçлани ирхине те, каçхине те палăра пуçларĕ. Сисмесĕрех çур аки вăхăчĕ те ума çитсе тăрĕ. Хĕл халичченхинчен ытларах сивĕ тăнине кура ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăхсене тасатса кондицие çитерме май килмерĕ. Темле пулсан та агротехникăлла мĕн пур мероприятисене вăхăтра та пысăк пахалăхпа ирттерес тесен кондициллĕ вăрлăх хатĕрлемелле. Таса та шултра вăрлăхсенчен тухăçĕ те пысăк пулать.

«Шигали» хуçалăхра вара çакна кашни çулах çирĕп тытса пыраççĕ. Вĕсем хăйсем валли те, сутлăх та вăрлăхлăх тырă хатĕрлеççĕ. «Россельхозцентр» федераци патшалăх учрежденийĕн пирĕн районти уйрăмĕн начальникĕ С.Семенов пĕлтернĕ тăрăх, районĕпе илсен ку ĕçе чаплах теме çук. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 61 процент вăрлăх хатĕрленĕ пулсан, кăçал вара 53 процент кăна. Сахал тесе хаклани тен вырăнлах та мар пулĕ, мĕншĕн тесен çанталăкĕ те вăрлăхлăх тырă хатĕрлеме майне памарĕ. Ытла та сивĕре алласан пĕрчĕсем хуçăлса ванса пĕтеççĕ, ĕçлекенсене те йывăр. Хальхи вăхăтра Шăхальти вăрлăх хатĕрлекен бригада хăйĕн ĕçне вăйлатнă темелле. «Хальлĕхе пĕр сменăпа кăна ĕçлетпĕр-ха, çитес вăхăтсенче икĕ сменăпа ĕçлеме пуçласшăн. Паха вăрлăх хатĕрлессишĕн мĕн пур тăрăшулăха паратпăр», - тет складсен заведующийĕ Нина Константиновна Иванова. «Вăл кунта çĕнĕ çын мар ĕнтĕ, нумайранпа вăй хурать. Хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать. Ĕçе те пĕлсе йĕркелет. Складсенче тирпейлĕ те таса», - тет ун пирки Ю. Яковлева бригадир.

Кашни кун ĕçе тухаканĕсем те палланă çынсемпех. Чылайранпа вăй хураççĕ. Эпир пынă кун та кунта хĕрсех тусан вĕçтеретчĕç - тырă аллачĕç ĕнтĕ. Пире тахçан палланă çынсем пекех кĕтсе илчĕç. Çапла пулмасăр - Шăхальсем пĕр çул кăна вăрлăх хатĕрлемеççĕ вĕт, чылайранпа çак ĕçпе вăй хураççĕ. Халĕ вĕсем урпан «Эльф» сортне кондицие лартасшăн. «Тулăпа сĕлĕ черетре тăраççĕ. Кĕçех вĕсем патне те алă çитет. Тырă ытлашши çÿплĕ пулмасан, кунне 5-6 тонна аллама пулать», - теççĕ кунта ĕçлекенсем. Икĕ агрегатпа - малтан КЗС-5 агрегатпа, унтан Петкус-Гигантпа тасатаççĕ. Н.Сормулатова, Т.Туйми, С.Чернова, Г.Александрова, Г.Чермакова, В.Баландаев, В.Яндутов, В.Григорьев, Н.Софронов, В.Тарасов, Л.Макова, Н.Изванов кашни кун ĕçре. Н.Ивановпа Ю.Данилов машинистсем сортировкăсене тухăçлă ĕçлеттерессишĕн тăрăшаççĕ. Ю.Александров водитель вара тасатнă вăрлăха урăх склада турттарса тăрать. Кунта хăйсен ĕç йĕрки: алласа тасатаççĕ, (кирлĕ пулсан тепĕр хут та аллаççĕ), автомашина çине тиесе складсене ăсатаççĕ, унта вĕсене кашнине уйрăммăн тирпейлесе хураççĕ. Унтан «Россельхозцентр» федераци патшалăх учрежденийĕн пирĕн районти уйрăмĕнчен специалистсем килсе кондицие ларнипе ларманнине тĕрĕслеме илсе каяççĕ. Халĕ те вĕсем нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕпе урпан икĕ тĕрлĕ сортне тĕрĕслеме илчĕç. Тухăç паха вăрлăхран килнине пурте лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа Шăхальсем ырми-канми çур акине хатĕрленеççĕ. «Вăрлăх хатĕрлессипе районта пурте вĕсем пек ĕçлесен республика умĕнче пите хĕретмелле пулмĕччĕ», - терĕç вĕсен ĕçĕпе интересленсе килнисем.

Рейд бригади: Н.НИКОЛАЕВ, ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн тĕп агрономĕ; С.СЕМЕНОВ, «Россельхозцентр» ФПУн районти уйрăмĕн начальникĕ; А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика