АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнсăртран кĕмсĕрт пулмĕ

16 февраля 2010 г.

ЧР Президенчĕ Николай Федоров Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕнче пулнă, унăн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.

Республика ертÿçи çак тытăмра тăрăшакансен пĕлтĕрхи кăтартăвĕсене тишкернĕ хыççăн вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Çĕнĕ автомобиль - суд-эксперт лабораторийĕ - мĕнлерех ĕçленипе кăсăкланнă. Унта вырнаçтарнă приборсемпе оборудовани пушар сăлтавĕсене инкек тунă вырăнтах тĕпчеме май парать. Николай Васильевич Пушар патшалăх надзорĕн управленине тата унăн Елчĕк, Йĕпреç районĕсенчи, Çĕмĕрле хулинче уйрăмĕсене 5 автомобиль уççисене панă. Техника паркĕ пуянланнăран вĕсен ĕç тухăçлăхĕ пушшех ÿсессе шаннине палăртнă.

Президент Кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн центрне те кĕрсе курнă. Видеоконференци меслечĕпе Улатăр район представителĕсемпе калаçнă, вырăнти лару-тăрупа интересленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика