16 февраля 2010 г.
«Ял хуçалăхĕнче инноваци енĕпе мала иртесси вăл - ял хуçалăх производствине республикăна апат-çимĕçпе тивĕçтерекен тата экспорт вăй-хăватне ÿстерекен никĕс евĕр аталантармалли проектсемпе программăсем», - тенĕ Н.Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура. Çакă вара Чăваш Енре апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç производствин калăпăшне пысăклатса тата чăваш продукчĕсен экспортне ÿстерсе пурнăçа кĕртмеллине, кадрсене вĕрентессинчен пуçласа мĕнпур йышши хуçалăхра экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç туса илсе, упраса, сутса тупăш илмеллине палăртать те.
Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри тĕп хулара - Шупашкарта - февралĕн 18-19-мĕшĕсенче регионсен «Çĕр улми - 2010» форумĕ иртет. Ăна йĕркелекенсем - ЧР ял хуçалăх министерстви, Раççей ял хуçалăх академийĕн А.Г.Лорх ячĕллĕ тĕпчев хуçалăхĕ, Чăваш Енри «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕ.
Курав-форума Раççейри 15 регионран 70 организаци хутшăнма кăмăл тунă. Çĕр улми тата унран тĕрлĕрен продуктсем туса кăларакансем, наукăпа тĕпчев институчĕсенче, финанс учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, удобренисемпе ÿсен-тăрансене чир-чĕртен тата тĕрлĕрен хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлекен препаратсене туса кăларакансемпе сутакансем тата ыттисем те пулаççĕ. Çак форума район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л. Петров, кунти тĕп агроном Н.Николаев, «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ С.Семенов, çавăн пекех хресчен (фермер) тата ял хуçалăх предприятийĕсенчи представительсем - Г.Ямуков, С.Краснова, Г.Владимиров, А.Захаров, В.Яковлев В.Кандаков хутшăнĕç. Куравăн пĕрремĕш кунĕнче регионсем хушшинчи 11-мĕш наука-практика конференцийĕ уçăлĕ. Тĕп тема - «Çĕр улмие упрас, тирпейлес, туса илес инноваци технологийĕ». Форум МТВ-Центрта иртĕ, унăн территорийĕнче çĕр улми вăрлăхне те сутĕç. Çĕр улми отраслĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, малта пыракансен опычĕпе тата çĕнĕ сортсемпе паллашма май килĕ.