16 февраля 2010 г.
Райадминистрацин специалисчĕсем иртнĕ кунсенче Кĕтеснер ял тăрăхне çитсе курчĕç. Ĕçлĕ ушкăна райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ- организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов ертсе пычĕ. Ушкăна кĕрекенсем чи малтанах вырăнти специалистсемпе тĕл пулнă хыççăн хăйсен отраслĕнчи ыйтусемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова тата Н.Павлов ял тăрăхĕнче документ çаврăнăшĕсене мĕнлерех тытса пынипе интересленчĕç, кунти хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртса кирлĕ сĕнÿсем пачĕç. Иртнĕ çул «Архив фончĕ» комплекслă программăпа архив докуменчĕсене учета илессине автоматизацилеме тытăннă. Çакăн пирки те калаçу ирттерчĕ Галина Николаевна.
Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн тĕп специалисчĕ Т.Левина ял тăрăхĕнчи суту-илÿ точкисене çитсе унти таварсен хакĕсемпе интересленчĕ, унсăр пуçне тавар туянакансемпе калаçрĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Михайлов пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас енĕпе çыхăннă документсене мĕнлерех тытса пынипе интересленчĕ, ял тăрăхĕн администрацине ку енĕпе хăйсен ыйтăвĕсемпе килнĕ граждансемпе тĕл пулчĕ.
Опекăпа попечительствăн тĕп специалисчĕ И.Дмитриевапа çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин секретарĕ - ертсе пыракан специалист - эксперт Н.Борисова ăнăçсăр 5 çемьене çитсе килчĕç. Пурăнмалли условисемпе паллашса актсем те çырчĕç. Ашшĕ-амăшĕн прависене тивĕçлипе пурнăçламаннисемпе профилактикăлла калаçусем ирттерчĕç, хăшĕ-пĕрисене асăрхаттарса хăварчĕç. Культура отраслĕнче ĕçлекен специалистсем клубсемпе библиотекăсене çитсе килчĕç.
Тĕл пулу пур çĕрте те активлă иртрĕ.