АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни çĕре ÿкмест

16 февраля 2010 г.

Ырă туни çĕре ÿкмест

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне Вăрмар районĕнче официаллă йĕркепе иртнĕ эрне кун кăна уçрĕç пулин те, январĕн 20-мĕшĕнченех вăй илсе пыраканскер хăйĕн пухмачне самаях нухрат - 100 пин тенкĕ ытла - пухма ĕлкĕрнĕччĕ те. Чаплă лару-тăрура иртнĕ мероприяти вăхăтĕнче вара тепĕр 20 пин ытла тенкĕ хушăнчĕ.

Çакă паллă кун хула-ял тăрăхĕсем хушшинчи Культурăпа кану центрне пухăннисене район пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ. Çитĕннисен хÿтлĕхĕ çунатланса тĕрекленеймен çамрăксемшĕн нихăçан та ытлашши пулманнине палăртрĕ, çак ырă пуçарăва ырласа йышăннисене пурне те тав турĕ.

Мероприятин концерт программине чи кĕçĕннисем - Вăрмарти ача сачĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем - уçрĕç. Юрă хыççăн юрă, ташăсем... Вĕсене районти шкулсенчи çамрăк артистсем, ача-пăчасен Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем ылмаштараççĕ, концерт программи те, пухмач та пуянлансах пырать.

Çак кун инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене, ачалăх ячĕпе иртекен ыр кăмăллăх программисене пурнăçлама камсем, мĕнле организацисем укçа панине кăна çырсассăн пĕрре те тĕрĕс пулмĕччĕ. Çавăнпа та марафон пуçланнăранпах акцие активлă хутшăннисене палăртас килет. Чи малтанах вĕрентÿпе воспитани учрежденийĕсем - шкулсемпе ача сачĕсем, район администрацийцĕпе унти пайсем, уйрăм хула, ял тăрăхĕсем активлă пулнине палăртмалла. Районти тĕп больницăпа шалти ĕçсен пайĕн коллективĕсем çак акцие чĕрене çывăх илни савăнтарать: шурă халатлисем 31 пин, милици сотрудникĕсем 20 пин ытла тенкĕ куçарнă. Культура, ÿнерлĕх, çыхăну, социаллă пулăшу, пенси управленийĕн ĕçченĕсем те маттур. Предприятисенчен «Аван-Полимер», «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ», «Майя», «Аря» тулли мар яваплă обществăсем, «Вăрмарти электричество сечĕсем» МУП çинчен ырă сăмах кăна каламалла. Г.Назаров уйрăм предприниматель, «Тимофеев Н.В.» хресчен (фермер) хуçалăхĕ ырă ĕçшĕн нухратне шеллемен.

Марафона уçнă кун тĕллевлĕ пулăшу паракансем те пулчĕç. Акă Вăрмар поселокĕнче пурăнакан А.Юшина 4 класра вĕренекен Н.Агапова, Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ 5 класри А.Яковлев валли укçана ятран панине пĕлтерчĕç. Тепĕр паллă самант - марафон пухмачне ятне-шывне кăтартмасăрах 1900 тенкĕ хывакан та пулнă. Кун пек чухне «ыр тăвакана сăвап пулать» теççĕ чăвашсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика