12 февраля 2010 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн февралĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче Н.Федоров Президент Чăваш Республикин 2010 çулхи тата планпа пăхнă 2011 тата 2012 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен каланăччĕ. Çавна май Вăрмарти чукун çул вокзалне тума 18 млн хушма тенкĕ уйăрма пăхнă.
Виçĕм кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - хула строительствипе обществăлла инфратытăм министрĕ А.Гончаров Вăрмарти чукун çул вокзалне тунă çĕрте канашлу ирттерчĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ В.Кириллов, Горьки чукун çулĕн начальникĕн заместителĕ С.Калинин тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç. Паянхи кун тĕлне кунта витражсем вырнаçтарас ĕçе вĕçленĕ. Халĕ фасада тул енчен илемлетессине пурнăçлаççĕ. Шала ăшă панă, çавăнпа штукатурка ĕçĕсене пурнăçлама майлă. Çавăн пекех электричество провочĕсене карас, урайне мрамор плитасем сарас ĕçе пурнăçлама майсем пур.
Канашлу малалла хăйĕн ĕçне райадминистрацин ларусен залĕнче тăснă. Унта строительство ĕçĕсене пурнăçлама «РЖД» АУОпа Чăваш Республики мĕнле шайлашупа укçа куçарасси пирки калаçнă. С.Калинин чукун çул ĕçченĕсем умне çак çур çулта тумалли ĕçсене палăртнă, А.Гончаров «СУОР» тулли мар яваплă обществăна (тĕп подрядчика) ĕç хăвăртлăхне ÿстерме хушнă.