12 февраля 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçăра фашистла Германие çапса аркатнăранпа 65 çул çитнине паллă тума вăхăт çитсе пырать. Çавна май эпир, никама та, нимĕнле те манас мар тесе, вăрçă паттăрĕсене тепĕр хут аса илетпĕр. Вĕсем пурте пĕр тĕллевпе çапăçса Çĕнтерÿ кунне хăвăртрах çывхартма тăрăшнă. Вăрçă çулĕсенче пирĕн районтан та нумай-нумай çын паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă.
Вĕсенчен пĕри - 1922 çулта Ыхраçырма ялĕнче çуралнă Павел Маркович Марков. Ашшĕ, Марк Филимонович Филимонов, ялти хисеплĕ çын пулнă. Амăшĕ, Агафия Тимофеевна Тимофеева, Шăплат ялĕнче çуралнă, Социализмла Ĕç Геройĕн, ял хуçалăх наукисен докторĕн Клавдия Васильевна Петрова профессорăн ашшĕпе пĕр тăван пулнă.
1941 çулхи июнь уйăхĕнче Павел Маркова çар службине илеççĕ. Вăл 133-мĕш танксен полкне лекет, сапер ăсталăхне вĕренет. 1941 çултан пуçласа 1943 çулччен тĕрлĕ çапăçусене хутшăнать. Сталинград тесенех эпир çак хулашăн пынă хаяр çапăçусене аса илетпĕр. Çак хулана хÿтĕленĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» тата «Хăюлăхшăн» медальсемпе наградăлаççĕ. 1943 çултан пуçласа 1945 çулччен 242-мĕш саперсен батальонĕпе çапăçу çулĕпе Одер юханшывĕ урлă каçать, Берлина штурмлать. Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне тата «Берлина илнĕшĕн» медаль илме тивĕçлĕ пулать. Фашистсен тĕп хулине илнĕ хыççăн Чехословаки çĕршывне, çавăн пекех унăн тĕп хулине Прагăна ирĕке кăларнă чухне уйрăмах палăрать. Ăна çак çапăçусемшĕн «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе наградăлаççĕ. Вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленсен 1947-мĕш çулччен Псковри 376-мĕш Хĕрлĕ ялавлă стрелковăй дивизин 48-мĕш уйрăм сапер батальонĕнче службăра тăрать. Тĕрлĕ операцие хутшăнса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартать. Ăна «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăлаççĕ. Кунсăр пуçне унăн кăкăрĕ çинче иккĕмĕш хут «Хăюлăхшăн» медаль йăлтăртатма пуçлать. Пиншер çухрăм утнă вăл вăрçă çулĕпе, суранланнă.
1947 çулта ăна демобилизацилеççĕ. Салтака вунтăххăрта тухса кайнăскер, киле вара çирĕм пиллĕкре кăна таврăнать. Ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕ салтак халăхпа мирлĕ ĕçе тытăнать. Малтанах вăл тăван колхозра плугарьте ĕçлет. 1948 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Славаш ялĕнчи Еленăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Канашри механизаци училищине вĕренсе пĕтерсе аттестат илнĕ хыççăн колхозра трактористра ĕçлет. Ăна тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленине кура ферма заведующине уйăрса лартаççĕ.
Вăл ĕçленĕ Шăплат тата Ыхраçырма фермисенче мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем çитĕнтернĕ.
Ĕçне чуна парса ĕçленĕшĕн ăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕпе наградăлаççĕ. Вăл ĕçлекен ферма коллективĕ тĕп тата пĕр хут çăвăрлакан сысна амисенчен нумай çурасем илсе районта малти вырăна тухать. Самăртмалли ушкăнра тăракан мăйракаллă шултра выльăхсен талăкри хушăнакан чĕрĕ виçине 1 килограмм таран çитерет. Производствăра малта пынăшăн, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен социализмла ăмăртăвĕнче пысăк кăтартусем тунăшăн вăл 1971 çулта СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршывăн пысăк наградине - Ленин орденне илме тивĕçлĕ пулать. Ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн ял халăхĕ ăна темиçе хутчен те Пысăк Енккасси ял Совечĕн депутатне суйлать. Вăл «Районти чи лайăх ферма заведующийĕ» ята пĕрре кăна мар çĕнсе илет. Ăмăртури пысăк кăтартусемшĕн Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин пăхăр тата кĕмĕл медалĕсене илме тивĕçлĕ пулать. Вăл ертсе пыракан фермăра мăшăрĕ, Елена Филипповна, ветеринари фельдшерĕ пулса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн нумай Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем илме тивĕçет. «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 30, 40, 50, 60 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕсемпе пĕрле Хĕç-пăшаллă Çарсене туса хунăранпа 50 тата 60 çул çитнĕ тĕле кăларнă юбилей медалĕсем те пур. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ĕçсĕр ларман, сад ĕрчетес енĕпе ĕçленĕ.
Вĕсем арăмĕпе икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Альăпа Тамара Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсе диплом илсе хуçалăхра ĕçлеме пуçлаççĕ.
Аля амăшĕ пекех ветеринар, Тамара зоотехник специальнăçне илсе ашшĕпе ферма заведующийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Пысăк Енккассинче пурăнаççĕ. 1984 çулта П.Марков пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.
Вăрçă тата ĕç ветеранĕ пирĕн асра ĕмĕрех пулĕ.