12 февраля 2010 г.
Çулсем иртеççĕ, кунсем улшăнаççĕ. Яш каччăсемпе хĕрсем те туя тытаççĕ. Çамрăклăх çеç шухăшра ним улшăнмасăр юлать пулĕ...
Иртнĕ шăмат кун шкулсенче тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисемпе тĕл пулу каçĕсем пулса иртрĕç. Кашни çĕртех тĕрлĕрен пулчĕç вĕсем. Мăнçырмара вара пуçтарăннă хăнасене чи малтан хоккей выляма чĕнчĕç. Шкул ачисем хăйсен вăйне тĕрлĕн кăтартса пачĕç, малта пычĕç, анчах та студентсем те парăнас темерĕç. Час-часах пĕр-пĕрне ылмаштарса çамрăк хоккеистсене хуса çитсе матч вĕçĕнче 4:4 шута çитерчĕç.
Çакăн хыççăн выляса ывăннă хăнасене классене кĕрсе ларма ыйтрĕç. Тĕл пулăва кашни çулах килсе çÿренĕрен шкул пурнăçĕнчен писме те ĕлкереймен-ха вĕсем, анчах та улшăнусем пуррине те асăрхарĕç - çĕнĕ оборудовани нумай кунта халĕ. Чи малтанах шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕ пĕчĕк концерт лартса пачĕ. Шкулпа çыхăннă сăвăсем, юрăсем «ваттисене» çамрăклăха аса илтерчĕç, хурлантарчĕç, савăнтарчĕç. Вĕсем те кивçенре тăрса юлас темерĕç. «Юрату историйĕ» ушкăнăн «Школа» юррине шăрантарса тăвăллăн алă çупнине кĕтсе илчĕç.
- Халĕ ăс-хакăл çапăçăвĕ пулать, - терĕç ертсе пыракансем. Ку вăйăра тавçăрулăх, анлă тавра курăм пăшал вырăнне пулчĕç. Судьясем пĕтĕмлетÿ тунă тăрăх студентсен «патронсем» чылай ытларах пулчĕç. Пĕлÿ шайне ÿстерес тесен ачасене ытларах кĕнекесем вулама сĕнчĕç. Ара, вĕсем курарах параççĕ - ахальтен мар чылайăшĕ аслă шкулсенче вĕренеççĕ.
Тĕл пулу вĕçленеспе хăнасем шкулта вĕренекенсене халал сăмахĕсем каларĕç, канашсем пачĕç, вĕрентекенсенчен, тен, хушăран илтлеме те пĕлмен тесе, каçару ыйтрĕç. Учитель профессине хакласа çитереймĕн, ăна аршăнпа та, укçапа та виçме çук. Анчах ĕç шалăвне пысăкрах тусан, вĕсен ĕçĕ татах та курăмлăрах пулас пек туйăннине палăртрĕç. Çамрăксем мĕнле çул суйласа илесси вĕрентекенрен нумай килет. Вĕрентекенех вĕсене ансăр сукмаксемпе анлă çул çине илсе тухать. Малашне те çавăн пекех пултăр.