12 февраля 2010 г.
Пирĕн ялтан, Тикашран, чылайăн хутшăннă Афган вăрçине. Вĕсенчен пĕри - Филимон Николаевич Федотов. Вăл пирĕн кÿршĕрех пурăнать. Çÿллĕ, тĕреклĕ, ырă кăмăллă, сăпайлă арçын.
Филимон Николаевич Тикаш ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă. Амăшĕ - Анфиса Александровна тата ашшĕ - Николай Федотович колхозра вăй хунă. 1978 çулта, 18 çулхи каччăна, çар ретне илеççĕ. Çарти вĕренÿ пайĕ унăн Белоруссире иртет. Май уйăхĕнче ăна Челябинск хулине куçараççĕ. Кунтан вара чи патвар кĕлеткеллĕ, вăйлă, сывлăхлă çамрăк каччăсене пуçтарса Афганистана илсе кайнă.
Афганистанăн тĕп хулине - Кабула - вăрттăн аппаратурăн çыхăну уйрăмне лекет ял каччи. Çав аппаратура патне Филимон Николаевичсăр пуçне урăх никама та çывăха яман. Вăл унта пĕччен пулнă. Çар служби те паттăр салтакăн çак хуларах вĕçленет. Пĕррехинче, автомашина юсанă вăхăтра, унăн чир - тропик лихорадки пуçланать. Ăна, Украинăран пынă салтак, Андрей Кушнир ятлăскер, автомашина айĕнчен туртса кăларса вилĕмрен çăлса хăварать. Тăшман пульли ура витĕр тухса вăйлах амантать çамрăк каччăна. Нумай вăхăт хушши госпитальте те выртма тивет унăн. Унтан каллех вăрçа...
«Шыв çуккипе тĕве курăкне те нумай вĕретсе ĕçнĕ. Вăл вара ĕçес килнине кăшт ирттеретчĕ», - каласа кăтартать Филимон Николаевич.
Чăвашсен ырă кăмăл-туйăм енĕсем Филимон Николаевичра питĕ лайăх палăрнă. Вăл итлекен, тăрăшуллă салтак пулнă. Офицерсем ăна ялан ырланă. Кун çинчен хăй каласа кăтартма юратмасть Филимон Николаевич. Мăшăрĕ, Альбина Алексеевна, унăн юлташĕсенчен илтсе каласа панă тăрăх кăна пĕлме тÿр килчĕ. Нумай калаçма юратмасть Филимон Николаевич, хăй çинчен вара пушшех те.
...Акă киле килме вăхăт та çитнĕ салтаксен. Самолет çинчен çĕр улмине пушатса унти вырăнсене хăвăрт йышăннă пирĕн çĕршывăн паттăрĕсем. Мĕншĕн тесен вĕсем вĕçсе тухаймасан та пултарнă унтан.
Ташкент хулине çитсен вĕсем хăйсене киле килнĕ пекех туйнă. Часах тăван яла, тăван киле çитнĕ. Ялта вара ăна тăван амăшĕсĕр пуçне никам та палламан. Паллайман. Çапла тискер вăрçă çулĕсем улăштарнă ăна.
Наградăсем те нумай Филимон Николаевичăн. Хальхи вăхăтра тăван ялтах пурăнать. Мăшăрĕпе, Альбина Алексеевнапа, пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Хĕрĕ вара, Надежда, Мускав хулинчи шкулта учитель пулса ĕçлет. Аллă çул тултарать кăçалхи апрель уйăхĕнче Филимон Николаевич. Пĕтĕм ĕç çумне çыпăçаççĕ аллисем. Камăн автомашинине юсамалла е ытти ĕç - вăл вара ялан пулăшма хатĕр. Килти хуçалăхра та нумай выльăх-чĕрлĕх вĕсен, çуллахи вăхăтра вара нумай пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Уявсем çитсе пынă май, чун-чĕререн сывлăх сунса саламлас килет вăрçă паттăрне.
Тикаш шкулĕ.