12 февраля 2010 г.
1979 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Совет çарĕсен пысăках мар контингентне Афганистана илсе кĕме йышăну тунă чухне никамах та çак вăрçă 10 çула яхăн тăсăласса, пиншер совет çыннин (ытларах çамрăксен) пурнăçне илсе каясса, вуншар-вуншар пинĕшĕ унтан сусăрланса таврăнасса шутламан. Малтанласа «интернационалла тивĕçе пурнăçлама» тесе кĕртнĕ çар çыннисем каярах чăн-чăн граждан вăрçине лекнине ăнланнă. Анчах салтак нихăçан та приказа сÿтсе явмасть - вăл ăна пурнăçлать. Çĕршер пин салтакпа сержант, старшинапа офицер çак хушăра хăйĕн тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланă. «Всемирная история: вопросы и ответы» кĕнеке (М.Дрофа, 1996) пĕлтернĕ тăрăх, çав вăхăтра Афганистанра кашни çул 85 пинрен пуçласа 100 пин таран салтакпа офицер пулнă, 10 çул хушшинче вăрçă витĕр 620 пин ытла çар çынни тухнă. Официаллă çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, Совет çарĕн çак вăрçăри çухатăвĕ 14,5 пин çынпа танлашнă (вилнисем), 417 çар çынни хыпарсăр çухалнă е тыткăна лекнĕ (каярах 119-не хăтарнă), 55 пине яхăн аманнă е контузи илнĕ.
Чăваш Енрен Афганистанри вут-çулăма 4,5 пин çар çынни кĕнĕ. Вĕсенчен 113-шĕ вилнĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Пирĕн районти ун чухнехи вуншар-вуншар çамрăкăн салтак атти çак çĕр шывăн чуллă-тусанлă çĕрĕ çинче сахал мар йĕр хăварнă. Кандагар, Пули-Хумри, Кундуз, Баграм, Мазари-Шариф тата ытти пирĕн хăлхашăн урăхла илтĕнекен географи ячĕсем вĕсемшĕн ют мар.
1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче юлашки совет салтакĕ Термез кĕперĕ урлă каçрĕ. Çавăнтанпа Афганистан вăрçин ветеранĕсемшĕн вăл чи сума сăвакан уявсенчен пĕри. Анчах пурте çак куна кĕтсе илеймерĕç. Ултă ентеш-маттур та харсăр чăваш каччи - Г.Александров, Ю.Иванов, М.Демидов, Ю.Семенов, Р.Петров, А.Линга тăван килĕсене цинк тупăкра килчĕç. Çак кун вĕсене асăнса, ытти çар çыннисен паттăрлăхне сума суса пуç таятпăр.