АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нозематоз чирĕ

12 февраля 2010 г.

Пыл хурчĕсен хĕл вĕçĕнчи чи анлă сарăлнă чир - пыршăлăх чирĕ - нозематоз. Ăна питĕ пĕчĕк микроб-нозема пуçарса ярать. Нозема микробĕ, пыл хурчĕсен пыршăлăхне лексе, питĕ хăвăрт ĕрчет, унăн ÿчĕ ăшне кĕрет, çакна пула пыршăлăх йĕркеллĕ ĕçлеме чарăнать. Вăл пĕтĕм çемьене ярса илет. Çăвăр тухнă вăхăтра хуртсем çемьесенче ăшă тытаççĕ, çакă чире хăвăрт сарăлма пулăшать. Уйрăмах нÿрĕк пысăк пулни, апат пахалăхĕ япăххи, вăл сахал пулни чире вăйлăрах аталанма май параççĕ. Нозематозпа аптранă çемье хуртсене сивĕрен сыхлаймасть, çăмха вăхăтсăр саланса каять, хуртсем амана çителĕклĕ пăхаймаççĕ, унăн çăмарта сапаслăхĕ чакать. Начартарах çемьесем пуçĕпех вилеççĕ, вăйлă çемьесем начарланса юлаççĕ. Виле хурт нумай пулнипе вĕлле шăтăкĕсем хупланса, вентиляци ĕçлеме чарăнать. Утарçăн вĕлле шăтăкĕсене вилнĕ хуртран ним тăхтамасăр тасатса ямалла. Пралукран турчăка евĕр хатĕрлесе вилнĕ хуртсене туртса кăлармалла. Сывлăш ылмашăвĕ йĕркеллĕ йăвасенче нÿрĕ пулмасть, çемье нозематоз чирĕпе аптрамасть. Пыл хурчĕ сивĕпе мар, чирпе вилет. Нозема чирĕ сивве юратмасть. Çак вăхăтра чирлĕ хуртсене нозематоз чирĕнчен сыхласа хăварас шутпа пĕтĕм технологине пăхăнса ятарлă чуста евĕрлĕ кандие ноземата эмел хушса хатĕрлеççĕ. Çак кунсенче кандие тăхтаса тăмасăр çемьесене ăшăтса хурса пама тăрăшмалла. Хĕл вĕçленет, йăвара апат сахалланать, сипленнипе пĕрлех хуртсен апачĕ хутшăнать. Çак кандие пасарта «Пчелка» киоскра та туянма пулать. Чирлĕ çемьене вăхăтра пулăшмасан, чиртен хÿтĕленмелли мерăсене йышăнманнине пула час-часах утарçă хăй чир сарать. Нозематоз чирĕнчен çăва тухсан усă курмалли тĕрлĕ çĕнĕ препаратсем, стимулятор, витаминсем нумай. Хăçан, мĕнле усă курмаллине киоскра тĕплĕн те анлăн ăнлантараççĕ. Хуртсем мĕнле хĕл каçни, чирлеменни утарçă ăсталăхĕнчен, услови туса пама пĕлнинчен нумай килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика