12 февраля 2010 г.
Ĕç паракансемпе уйрăм предпринимательсен кăçалхи февраль уйăхĕшĕн пĕрлехи социаллă налук вырăнне Пенси фондне обязательнăй медицина тата социаллă страховани фончĕсене страховани взносĕ хывмалла.
Обязательнăй пенси тата медицина страхованийĕсен фончĕсене взноссене тĕрĕс шутласа куçарнине - Пенси фончĕ, социаллă страховани тытăмне тÿленине Социаллă страховани фончĕ тĕрĕслесе тăраççĕ. Çавна май пенси тата медицина страхованийĕ валли кăçалхи январĕн взносĕсене бюджет классификацийĕн малтанхи виçĕ цифрăллă (392) кочĕ çине ямалла, тупăш администраторĕ унта РФ Пенси фончĕ шутланать. Енчен те тÿлекенĕн - ĕç параканăн 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне парăм юлнă тăк ăна малтанхи виçĕ цифрăллă (182) бюджет квалификацийĕн кочĕ çине куçармалла, унăн администраторĕ - федерацин налук служби (1821020201-0061000160 - ĕç пенсийĕн страховани пайне, 18210202020061000160 - унăн пухăнса пыракан пайне тÿлеме). Сăлтавĕ - кăçалччен страховани взносĕсене асăннă организаци администрациленĕ май 2009 çулхи декларацие налук органĕсенчех памалла.
Çынсене тÿлемен тата урăх майпа хавхалантарман уйрăм предпринимательсен, адвокатсен, нотариуссен тата ыттисен 2008-2009 çулсемшĕн страховани взносĕсене бюджет квалификацийĕн кочĕпе тÿлемелле, унта çирĕплетнĕ виçеллĕ страховани взносĕсене шута илеççĕ, администраторĕ - Пенси фончĕ (малтанхи виçĕ цифра - 392, 392109100/10061000160 - страховани пайне, 39210910020061000160 - пухăнса пыракан пайне тÿлеме).
Меллĕрех пултăр тесе РФ Пенси фончĕн тата республикăри уйрăмăн сайчĕсенче (http://www.pfrf.ru/ot chuvash (blank) тÿлев докуменчĕсен çĕнĕ формисене мĕнле йĕркелемеллине ăнлантарнă. Вĕсем пирки Пенси фончĕн страхователь регистрациленнĕ вырăнти управленийĕнче информаци илме пулать.
Кăçал страховани взносĕн ставки çав шайрах юлать: Пенси фондне - 20, социаллă страховани фондне - 2,9, обязательнăй медицина фончĕсене 3,1 процент. Взноса çулталăкра 415 пин тенкĕрен иртмен тÿлев тата хавхалантару сумминчен расчет тапхăрĕ пуçлансан ÿссе пыракан итогран тытса юлаççĕ.