12 февраля 2010 г.
Вăрмар районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕнче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 222 ĕçсĕр çын учетра тăнă, иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 9 çын ытларах.
Çак цифрăсене илес пулсассăн, ĕçсĕррисен шучĕ ытлашши улшăнман теме те пулать. Çапах уйрăмлăхĕ пур, вăл кунта килекенсен пĕлÿ шайĕнче палăрать. Енчен те 2009 çулта ĕçсĕррисен 13 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ пулнă пулсан, кăçал - 16 проценчĕ. Вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнисен йышĕ те 24 процентпа танлашать (пулнă - 22 процент). Çапла вара вĕреннĕ çынсем хушшинче ĕçсĕррисен йышĕ ÿснĕ. Çакă центрта тăракан ĕç вакансийĕсен списокĕнче ытларах рабочи профессийĕсем пулнăран та килет пулĕ. Акă, 2009 çулхи 2488 вакансирен вĕсем 89 процент пулнă. Унсăр пуçне ĕç паракансем сĕнекен ĕç укçи шайĕ те витĕм кÿрет - чылайăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк укçа шайĕпе кăна танлашнă. Хальхи вăхăтра çĕвĕçсен, 1С бухгалтерине пĕлекен бухгалтерсен, экскаваторпа ĕçлекенсен, электриксен, платниксен, кирпĕч хуракансемпе маляр-штукатурсен, трактористсен ĕç тупас шанăç пысăк. Учительсемпе воспитательсем, медицина сестрисем пирки ун пек калаймăн.
Центр пулăшнипе 2009 çулта 1929 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра кашни иккĕмĕш çынна 10 кун хушшинче ĕç тупса панă. Вĕсенчен 50 проценчĕ - хĕрарăмсем, 40 проценчĕ - 16-29 çулхи çамрăксем.
Федераллă, вырăнти бюджетсен тата ĕç паракансен укçипе 1182 çынна вăхăтлăх ĕç тупса панă. Çав шутра обществăлла ĕçсене 809-шне явăçтарнă.
14-18 çулсенчи 359 çамрăка çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтернĕ. Çак çамрăксенчен 6-шĕ çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссисенче учетра тăнă пулнă. Иртнĕ çул вакансисен 4 ярмăрккине ирттернĕ, вĕсен вăхăтĕнче 51 çынна ĕç тупма пулăшнă.
Центр ĕçсĕррисене профессилле пĕлÿ парасси çине уйрăмах тимлесе пăхать. 2009 çулта Шупашкара тата Вăрмарти РОСТО (ДОСААФ) автошкулне 63 çынна вĕрентме янă. Ку планпа пăхнинчен 5 процент ытларах. 11 çын професси квалификацине ÿстернĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелесе ярас текенсене те пулăшаççĕ кунта. 5 çынна çак енĕпе вĕренме янă. Ĕç тупас тĕлĕшпе клиентсемпе консультацисем ирттересси те йăлана кĕнĕ, çавна май 1450-шĕпе калаçусем ирттернĕ. «Ĕç шыракансен клубĕ» ятарлă программа та ĕçлет, аслă классенчи шкул ачисемпе вăл е ку професси суйласа илес тĕлĕшпе профориентаци урокĕсем те йĕркелеççĕ. Çамрăксене чи кирлĕ профессисем çинчен ăнлантарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Урăх регионсенче те ĕç вырăнĕ тупма пулать центр урлă. Кун пеккисем пĕлтĕр 28 çын пулнă.