АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступлени çулне пÿлесси - кашнин тивĕçĕ

12 февраля 2010 г.

Иртнĕ çул районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансемшĕн çăмăл пулмарĕ. Криминал милицийĕ енĕпе 129 преступлени пулнă, вĕсенчен 84,6 процентне уçса палăртнă. Унчченхи çул преступленисен шучĕ 75 пулнă пулсан, 73,5 процентне кăна уçса палăртнă. Çапла вара преступленисене уçса палăртасси лайăхланнă, 11,1 процент ÿснĕ.

Пĕлтĕрхи 12 уйăхра уйрăмах хăрушă преступлени тунă тĕслĕхсем 5 пулнă, вĕсене пурне те уçса палăртнă. Йывăр преступленисем тунă тĕслĕхсем те нумайрах пулнă, вĕсене уçса палăртасси те лайăхланнă. Çынна вĕлернĕ, мăшкăлланă, хăратса укçа туртса илнĕ, саккуна пăсса хĕç-пăшал тытнă, ушкăнпа преступлени тунă тĕслĕхсене пурне те уçса палăртнă. Çав вăхăтрах çынсен пурлăхне тата хваттерне çаратнă 48 тата 11 тĕслĕхпе «кукăр алăллисене» тупса палăртас енĕпе 67,3 тата 70 процент чухлĕ кăна пурнăçланă.

Районти шалти ĕçсен пайĕ килтен тухса кайса пĕр хыпарсăр çухалнă çынсене шыраса тупассипе те сахал мар ĕçлет. Иртнĕ çул пирĕн пата кун пирки 12 çын заявлени çырнă, хальлĕхе вĕсенчен виççĕшне тупма май килмен.

Преступниксене шыраса тупассипе те куллен тăрăшатпăр. Пĕлтĕр 14 преступника шыравра тесе пĕлтернĕ пулсан, 11-шне асăрхаса тытса чарнă.

Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин коллегийĕн, Раççей тата республикăри шалти ĕçсен министерствисен нормативлă акчĕсене тата кăтартăвĕсене, районăн «Наркотиклă япаласемпе усă курассине хирĕç тата 2008-2009 çулсенче вĕсене саккунсăр çаврăнăша кĕртнипе кĕрешмелли комплекслă мерăсем çинчен» тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртес енĕпе иртнĕ çул чылай тăрăшнă. Çулталăк тăршшĕпех оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ. Ялсенче пулса наркотиклă ÿсен-тăрансене камсем лартса ÿстернине тĕпчесе пĕлнĕ. Наркотиклă япаласене автотранспортпа турттаракан, вĕсене вырнаçтаракан çынсене тупса палăртас тата тытса чарас тĕллевпе рейдсем ирттернĕ, тĕрĕслесе тăма çулсем хĕресленекен вырăнсенче ГИБДД сотрудникĕсен нарядне вăйлатнă.

Наркотиклă япаласене чукун çулпа турттарнине е вырăнта упранине пĕлес тесе чукун çул станцийĕн çумĕнчи Тупах, Чашлама, Чупай, Патти тата Энĕшпуç ялĕсен территорийĕсен çывăхĕнче тĕрĕслевпе засада мероприятийĕсем йĕркеленĕ.

2009 çулхи 12 уйăхра наркотиклă япаласемпе çыхăннă ыйтусемпе пурĕ 12 протокол çырнă.

Пĕлтĕрхи март уйăхĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пĕр гражданина тытса чарнă. Тĕрĕсленĕ хыççăн унран 12,132 грамм мăкăнь вăррисемпе улăмне туртса илнĕ.

Оперативлă шырав мероприятийĕсен вăхăтĕнче пĕтĕмпе 3391,752 грамм наркотиклă япаласем тупнă. Çав шутран 16,3 грамм марихуана, 516,26 грамм мăкăнь улăмĕн экстракчĕ, 2859,192 грамм мăкăнь улăмĕ. Çак тĕллевпе «Канал», «Допинг», «Мăкăнь-2009» оперативлă профилактикăллă мероприятисем йĕркеленĕ. Хĕç-пăшалпа, çар хатĕрĕсемпе тата взрыв тăвакан япаласемпе преступлени тăвассинчен асăрхаттарас, тупса тата уçса палăртас, вĕсене саккуна пăсса килте упракансене тупса палăртас енĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттернĕ. Пурĕ пĕчĕк калибрлă винтовкăпа пемелли 5 патрон туртса илнĕ. Хĕç-пăшалпа, газ пистолечĕпе усă курма ирĕк илнĕ çынсем вĕсене мĕнле упранине 121 хутчен кайса пăхнă.

Район территорийĕ урлă çÿрекен автотранспорта кашни кунах тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех пасарта, вокзалсенче тата ытти вырăнсенче хĕç-пăшал, взрыв туса сирпĕтекен япаласем пуррипе-çуккине тупса палăртас шутпа «Щит», «Арсенал», «Динамит-Баланс» операцисем йĕркеленĕ. Ку енĕпе саккуна пăснă 1 преступление регистрациленĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕ иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса палăртас енĕпе те тимлĕ ĕçленĕ. Ку енĕпе специализациленĕ оперативлă ушкăн составне çĕнетсе çирĕплетнĕ, ĕç планне тунă. Мерăсем йышăннипе пĕлтĕр халиччен тунă 3 преступление уçса палăртнă.

Йĕрке хуралĕнче тивĕçлĕ йĕрке тăвасси районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле общественность, хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕрле тачă çыхăнса ĕçленинчен нумай килет. Преступлени çулне пÿлесси кашнин тивĕçĕ пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика